28 марта 2015 г.

Мартăн 25-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кăçалхи çул Раççейре Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре К.Иванов çулталăкĕ иртет.
Çавна май, Кĕтеснерти Культура çуртĕнче çак уява халалласа чаплă мероприяти ирттернĕ. Кунта районти клуб, библиотека ĕçченĕсем пуçтарăннă. Пултаруллă та хастар культура ĕçченĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, Шупашкарти Вăрмарсен ентешлĕхĕн президенчĕ, Мăнçырма ялĕнчен тухнă Ю.Филиппов, райадминистрацин культура, спортпа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева килнĕ.
«Паянхи обществăра культура пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине пурте пĕлетпĕр. Юрă-кĕвĕ, литература, театр, поэзи енне туртăнни çынна илемлĕрех тăвать, кашниех пурнăç пирки шухăшлаттарать, чылай япала çине урăхла пăхма хистет. Мăн асаттесем çитĕнекен ăрăва парса хăварнă пуянлăха тирпейлĕ упраса, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыратăр, пирĕн район аталанăвĕшĕн нумай вăй хуратăр», - тенĕ Константин Владимирович уява уçнă май. Çак мероприятире професси енĕпе ăсталăх конкурсĕ иртнĕ, унта 6 конкурсант хутшăннă: А.Скворцов (Кĕтеснерти Культура çурчĕн заведующийĕ), Р.Гаврилова (Вăрмарти Культура çурчĕн ĕçченĕ), И.Ефремов (Энтриялĕнчи Культура çурчĕн заведующийĕ), Д.Алексеева (Урнарти библиотекарь), Э.Кузнецова (Мăнçырмари Культура çурчĕн заведующийĕ), В.Степанова (Кĕлкешри библиотекарь). Тĕрлĕ конкурссене хутшăннисем хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартнă, хăш-пĕр участниксем творчество конкурсĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Кĕçех жюри членĕсем пĕтĕмлетÿсем тунă. Район конкурсĕн çĕнтерÿçи тата «Чи лайăх культура ĕçченĕ - 2015» А.Скворцов пулса тăнă. «Профессионал своего дела» номинацире Р.Гаврилова, «Творческая индивидуальность» номинацире И.Ефремов, «За верность профессии» номинацире Д.Алексеева, «Мастер хорошего настроения» номинацире Э.Кузнецова, «Путь к успеху» номинацире В.Степанова çĕнтернĕ.
Конкурс участникĕсене дипломсем, парнесем панă. Куракансем тăвăллăн алă çупнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.