АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывхарса килекен пысăк уява тĕплĕн хатĕрленмелле

21 марта 2015 г.

Çывхарса килекен пысăк уява тĕплĕн хатĕрленмелле

Мартăн 18-мĕшĕнче районта уйăхсерен пулакан Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2015 çулхи тĕп задачисем, çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçа кĕртесси, çуракине хатĕрленсе ирттерсе ярасси, 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ирттерекен уява хатĕрленесси тата палăксемпе обелисксене, мемориал хăмисене, Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă историллĕ паллă вырăнсене тирпей-илем кĕртесси. Информаци ушкăнĕн членĕсем Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ялĕсене çитсе курса унта пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттернĕ.

Пĕрлехи иформаци кунĕн ушкăнне ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пынă. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче çавăн пекех ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов пулнă.

Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче пухăнчĕç. Кунта яланхилле икĕ е виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн сертификатне пачĕç. Телейлĕ сертификат илекенсем - С.Павлова (Вăрмар поселокĕ), Н.Федорова (Кивĕ Вăрмар), А.Морозова (Тупах), Д.Андреева (Аслă Чак) (ÿкерчĕк çинче). Яваплă çынсем çамрăк амăшĕсене амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификачĕпе еплерех тĕрĕс усă курмалли пирки, ачасене ытларах çуратмалли çинчен каларĕç. Районта вилнисен шучĕ çуралнисенчен ытларах пулни пурне те пăшăрхантарать, çавăнпа та информаци ушкăнĕн членĕсем çак программăна малалла та тăсасса шаннине пĕлтерчĕç, çамрăксене демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнăшăн тав турĕç.

Унтан культура министрĕн заместителĕ Т.Казакова информаци кунĕн темисем çинче чарăнса тăчĕ. Чи малтанах çывхарса килекен пысăк уявпа çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Вăрмар районĕнче пурĕ 50 палăк вырăнĕсем, икĕ ялта анчах çук.

Пур палăк умĕнче вăраха ямасăр тирпей-илем кĕртмеллине, çак ĕçсене ял халăхне явăçтармалли пирки каларĕ. Майăн 8-мĕшĕнче республикăри хуласемпе районсенче «Астăвăм вахти» ?«Вахта памяти»% акци иртĕ. Çак кун пур çĕрте те палăксем умĕнче митингсем ирттерĕç, вăрçа хутшăннисене чыслĕç, саламлĕç. Çавăн пекех вăрçăра хутшăннисене юбилей медалĕсене пама пуçланă. Çакăн йышши мероприятисенче, ватăсене саламланă чухне, ачасене хутшăнтарни вырăнлă пулнине палăртрĕ. Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2015 çулхи тĕп задачисем, çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçа кĕртесси, çуракине хатĕрленсе ирттерсе ярасси çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Малалла информаци кунĕн членĕсем ушкăнсем çине пайланса районти тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çул тытрĕç.

Кавал ялĕ

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă май информаци ушкăнĕ чи малтан ялти паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕ. Унтан Вăрмар райповĕн лавккине кĕрсе курчĕ, малалла çул юсаса çĕнетнĕ ялти Культура çуртне пулчĕ. Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче Кавал ял тăрăхĕн информаципе культура учрежденийĕ ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенчи культура учрежденисене аталантаракан мерăсем çинчен» 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче кăларнă 97-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн 400 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çав укçа-тенкĕпе чÿрече, сцена каррисене, çĕнĕ йышши çутăпа видеоаппаратура туяннă, хĕрарăмсем валли вунă, арçынсем валли икĕ тата мероприятисене ертсе пыракан валли пĕр чăваш тумĕ илнĕ. Çавăнпа та кунта халĕ питĕ илемлĕ, таса, хăтлă, концертсем ирттернĕ чухне те халăх йышлă пухăнать. Ял клубĕнчех вырнаçнă ял тăрăхĕн администрацийĕнче, библиотекăпа музейра пулчĕç. Килнĕ хăнасем пухăннисене информаци кунĕн темисемпе паллаштарнă, уйрăмах Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятсем çинче чарăнса тăчĕç. Çамрăксене хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсем çинчен тĕпчесе пĕлмелли çинчен, вĕсем пирки калакан информацие «Мемориал» сайчĕ çинче çăмăллăн шыраса тупма май пурри çинчен, çавăн пекех çитĕнекен ăрăва вăрçă мĕн тери хăрушă, хаяр пулнине, Тăван çĕршыв пысăк çухатусем тÿснине, пирĕн ветерансене чысласа тăмаллине ăнлантарчĕç.

Кавал ял тăрăхне пилĕк ял кĕрет: Кавал, Чăршçырма, Кивĕ Вĕренер, Çиçтĕпе, Пăвакасси. Пуринче те Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене паттăрăн хунă салтаксене асăнса лартнă палăксем пур. Паянхи куна палăксем вырнаçнă территорисене юртан тасатнă, çак ĕçре шкул ачисем активлă хутшăннă. Çапах та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ку ĕçе администраци ĕçченĕсем кăна мар, ялта пурăнакан пур çын та хутшăнни аван пулнине палăртрĕ. Василий Кузьмич каланă тăрăх, кăçал район центрĕнче çеç мар, ялта та уяв иртĕ. Мероприятие майăн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртса хунă, унччен пур палăксене те сăрламалла, йĕри-тавра кашласа ларакан тĕмсене, ытлашши йывăç тураттисене касмалла, урăхла каласан, тирпей-илем кĕртмелле. Унсăр пуçне вĕсем ялтан вăрçа тухса кайнă пур салтаксене асăнса хурăн йывăççисем лартасшăн - хăйне евĕрлĕ асăну аллеи.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине республикăра чыслăн палăртнă тапхăрта Чăваш Енри 24 пин ытла паттăр çак ятпа ятарлă кăларнă чыслав медальне кăкăр çине çакĕ. Вĕсем шутĕнче вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, концлагерьсенче асапланнă ачасем тата ыттисем те. Юбилей медалĕсене Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакан 58 çынна парса чыс тăвĕç. Кавал ялĕнче вĕсем 22 çын. Мартăн 18-мĕшĕнче, информаци кунĕн йĕркинче, ялти Культура çуртĕнче вăрçă паттăрĕсемпе тыл хастарĕсене савăнăçлă лару-тăрура Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков юбилей медалĕсем панă. Çак сумлă наградăна пама «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, район пуçлăхĕ, РФ пенси фончĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков хутшăннă. Юбилей медальне илме Е.Рисова, Т.Владимирова, К.Аваков, Ю.Софронова, В.Семенова, Т.Исаева, Т.Борцова килнĕ ?ÿкерчĕк çинче%, тухса çÿреймен ветерансене асăннă медале киле пырса парĕç. Ватăсене савăнтарма шкул ачисем чаплă концерт лартса пачĕç, вăрçă çинчен чылай сăвă вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. В.Табаков пултаруллă купăсçă та Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа хăй çырнă чăваш юррипе паллаштарчĕ. Вăрçă çинчен юрăсем чун-чĕрене чăнах та витĕр шăтараççĕ, хăшĕ-пĕрисене куççульсĕр итлеме май çук. Вăрçă участникĕсен кăкăрĕсем çине юбилейлă медальсем çаксан вĕсем чун-чĕререн савăнчĕç, хăйсене чыс тунăшăн, вĕсен паттăрлăхне манманшăн тав турĕç. Паян Кавал ял тăрăхĕнче вăрçă ветеранĕ иккĕ пурăнать. Чăршçырма ялĕнчи Г.Анисимов тата Çиçтĕпере пурăнакан Н.Михайлов. Шел пулин те, вăрçă участникĕсем çулсерен сахаллансах пыраççĕ, çавăнпа та паттăрсене пурăннă чухне чысламалла, упрамалла, пулăшмалла, ырă сăмахпа чунĕсене йăпатмалла.

Кĕтеснер ялĕ

ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин культура, спортпа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулнă, кунта шкул коллективĕпе культура учрежденийĕн ĕçченĕсем пухăннă. Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2015 çулхи тĕп задачисемпе паллаштарнă май Татьяна Васильевна вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт учрежденисенче юсав ĕçĕсене вĕçне çити туса çитерни çинчен пĕлтернĕ. 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ирттерекен уява хатĕрленесси тата палăксемпе обелисксене, мемориал хăмисене, Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă историллĕ паллă вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. «Паянхи кун обелисксемпе палăксем аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсене асăнмалли пĕртен-пĕр вырăн пулса тăрать, çавăнпа та вĕсене пăхса, тирпейлесе, упраса тăмалла», - палăртнă культура министрĕн заместителĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин çурхи ĕçсене хатĕрленмелли тапхăр çинче чарăнса тăнă. Тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 2563 тонна хатĕрленĕ (104 процент), вĕсенчен кондициллĕ - 84,6 процент, 218 тонна (70,7 процент) дизель топливине туяннă, 14 тонна (17,5 процент) автомобиль бензинĕ, çавăн пекех 707 тонна минераллă удобрени хатĕрленĕ. Ял хуçалăх техники 93 процент ĕçе хатĕр. Константин Владимирович 2015 çулхи çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те каланă.

Çак кун вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилейлă медальсене пани паллă пулăм пулнă. Кĕтеснер ялĕнче пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ юлнă - Василий Егорович Егоров. «Эсир тăван çĕршыва хÿтĕлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă, вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра та эсир тăрăшса ĕçленипе, ырми-канми вăй хунипе пирĕн пурнăç лайăхланса пынă. Çак пархатарлă ĕçшĕн сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр, сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр», - тенĕ райадминистрацин пуçлăхĕ ветеран кăкăрĕ çине юбилей медалĕ çакнă май. Çак сумлă паллăна çавăн пекех тыл ĕçченĕсем Г.Семеновăпа М.Алексеева тивĕçнĕ. Информаци кунĕн темисене Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче те çутатса панă, халăхпа тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика