АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ

21 марта 2015 г.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн пресс-конференцийĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ федераци, республика шайĕнчи, хуласемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Ку хутĕнче тĕлпулăва 50 ытла журналист пухăннă. Республика Пуçлăхĕ 22 ыйту çине хурав панă. Ыйтусем, паллах, тĕрлĕрен: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, кризиса хирĕç кĕрешесси, ял хуçалăх тытăмĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, политика тата ытти те. Чăваш наци культурипе чĕлхине упраса хăварасси, тĕрлĕ регионсемпе ют çĕршывсенчи чăваш диаспорисем хушшинчи туслă çыхăнăва анлăлатасси,1941 - 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине уявласси, вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асăну хăмисене тирпей-илем кÿресси пирки те калаçнă. 2015 çулхи июнь уйăхĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен V чемпионачĕ уçăлать. Кун пек ăмăрту Раççейре пуçласа иртет. Журналистсем кун çинчен те тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Литература çулталăкне тата Константин Васильевич Ивановăн çулталăкне паллă тăвас енĕпе республикăра ĕç епле пурнăçланнипе кăсăкланнă. Пухăннисем М.Игнатьев çитес суйлавра хăйĕн кандидатурине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратни-тăратманни пирки темиçе хутчен те ыйту хускатнă.

«Суйлав кăçал сентябрь уйăхĕнче иртет. Эпĕ хамăн кандидатурăна тăратма хатĕрленетĕп. Уйрăм муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче активпа тĕл пулнă вăхăтра халăх çак ыйтăвах парать. Чăннипех те, суйлавччен вăхăт нумай юлмарĕ - çур çул кăна. Эсир манран халăх шаннине туятăр-и тесе ыйтатăр. Эпĕ общественноçпа, общество ĕçченĕсемпе час-часах тĕл пулатăп. Вĕсем манран Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма суйлавра хама кандидата тăратма ыйтаççĕ. Республикăра суйлав ирттермелли йĕркесене федераци тата республика саккунĕсем палăртаççĕ. Эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕ. Парти йышĕнче тăракан юлташсем хăйсен шухăшне калаччăр тесе эпĕ праймериза хутшăнăп. Праймериза мĕнле схемăпа тата мелпе ирттерессине регионти конференци палăртĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ, ЧР территорийĕнче регистраци иртнĕ партисен суйлавра хăйсен кандидачĕсене республика Пуçлăхĕ пулма тăратма ирĕк пулнине асăннă. Регион Пуçлăхĕн тĕллевĕ - суйлава уççăн тата таса ирттерме майсем йĕркелесси.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика