АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ малашне унăн çулăхĕнчен килĕ

19 марта 2015 г.

Сĕт хакĕ малашне унăн çулăхĕнчен килĕ

Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем: «Ĕне пулсан - çур пурнăç», - тенĕ. Çакă чăнах та çапла пултăр тесе ЧР Правительстви пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерет. Пирĕн районта та ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: «Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшăнакансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле». Çавăнпа та район администрацийĕсен умне çакăн пек тĕллев лартнă - чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассипе тивĕçтересси.

Çавна май иртнĕ канмалли кунсенче райадминистрацин ĕçлĕ ушкăнĕ Пысăк Енккасси ялĕнче сĕт туса илекенсемпе тата ăна пуçтаракансемпе тĕл пулнă. Ушкăна райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов тата «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцийĕн» начальникĕ В.Александров ертсе пынă. Çак ĕçе Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев та хутшăннă. Асăннă ялта пĕр литр сĕтшĕн 17 тенкĕпе «Гамельдинов Р.Р.», «Козлов А.В.» уйрăм предпринимательсем пуçтараççĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем халăхран сĕте еплерех пуçтарнипе интересленнĕ, сĕт пуçтаракансен ăсату, ветеринари докуменчĕсене тĕрĕсленĕ (палăртнă хутсене вĕсен районти ветслужбăран илмелле), çавăн пекех санитари экспертизине тума пуçтаракан сĕт пахалăхне тĕрĕслесе пăхма пробăсем илнĕ. Пĕлсе тăма: ветеринари требованийĕпе килĕшÿллĕн сĕт пахалăхне уйăхра пĕр хутчен тĕрĕслеттерсех тăмалла. Ун хыççăн кăна анализ кăтартăвĕсем тăрăх ветеринари ĕçченĕсем сĕт пахалăхĕ пирки хут (форма № 4) çырса параççĕ. Халăхпа тĕл пулнă май Д.Иванов малашне сĕт хакĕ çулăхĕнчен килнине, ăна вара тăтăшах тĕрĕслесе тăрассине, халăха сĕт пахалăхĕ патне яваплă пулмалли пирки асăрхаттарнă.

Аса илтеретпĕр, хаçатăн 18-мĕш номерĕнче эпир «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР Патшалăх ветеринари служби сĕт пахалăхне тĕрĕслемелли «Лактан» прибор туянни çинчен çырса кăларнăччĕ. Прибор сĕт пахалăхне çак критерисемпе палăртать: сĕтре çу, белок, çăралăх мĕн чухлĕ пулнине. Ăна Вăрмарти тĕп пасарăн территоринче вырнаçнă ветеринарипе санитари экспертизин лабораторинче вырнаçтарнă.

Районĕпе илсен, мартăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 6439 пуçпа танлашать, 2538 пуç - сăвакан ĕне. Пысăк Енккасси ялĕнче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 197 пуç, çав шутра 72 пуç - сăвакан ĕне.

Палăртма кăмăллă, ял халăхĕ хушшинче 2,3,4 ĕне усракан та пур. Ĕне усраканнисем сĕт укçине 10 кунра пĕрре илеççĕ, укçине вăхăтра тÿлеме тăрăшаççĕ. Сĕте тĕрĕслев витĕр кăларнă хыççăн унăн пахалăхĕ аван пулнине, сĕте нимĕнпе те хутăштарманнине палăртнă - çулăхĕ 3,2 - 3,4 процентпа танлашнă.

Пĕлтĕр çак вăхăтра сĕт хакĕ 18 тенкĕ пулнă, çавăнпа та ял халăхĕ сĕт йÿнĕ пулнипе питĕ кăмăлсăр, выльăх апачĕ кунран-кун хакланса пырать тесен те юрать, сĕт хакĕ вара ÿсмест. Сĕт хакĕ 20 тенкĕне çитсен те, халăх икĕ е ытларах ĕне усрама хатĕррине палăртать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ПРОКОПЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика