АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси уявĕпе саламланă

19 марта 2015 г.

Професси уявĕпе саламланă

Раççейре çулсерен март уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем, суту-илÿ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Шăп çак вăхăтра вĕсен хĕллехи йывăр тапхăрĕ вĕçленсе пырать, çавăнпа та пĕтĕмлетÿсем тумалли, çитĕнÿсене хак пама тата малашнехи тĕллевсене палăртмалли меллĕ вăхăт. Çавна май уяв кунĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Водоканал» тата «Очистные сооружения» тулли мар яваплă обществăсенче ĕçлекенсене уяв ячĕпе саламланă.

«Обществăри çирĕплĕх тата районти çынсем пурнăçра хăйсене мĕнлерех туясси ытларах чухне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх шанчăклă ĕçленинчен, унăн ĕçченĕсен ăсталăхĕпе яваплăхĕнчен килет. Эсир хăвăр суйласа илнĕ профессие чăннипех те юратни куç кĕрет, хăвăр ĕçĕре вăхăтра тата пысăк пахалăхлă пурнăçлатăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Константин Владимирович. Малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума, ăнăçусем, çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм суннă.

Çак асăннă кун предприятисенче тăрăшакансенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ наградăсем илнĕ. Район администрацийĕн Хисеп грамотине «Очистные сооружения» тулли мар яваплă обществăра тăрăшакан юрист И.Молостовкина, «Водоканал» тулли мар яваплă обществăра ĕçлекен хуралçă С.Михатайкин, Тав хучĕсене тулли мар яваплă обществăра тăрăшакан водитель С.Иванов, «Очистные сооружения» тулли мар яваплă обществăра ĕçлекен хуралçă О.Кондратьев тивĕçнĕ. Çавăн пекех Хисеп грамотисене Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине, «Водоканал» тата «Очистные сооружения» тулли мар яваплă обществăсене панă. Кунта вăй хуракансемшĕн чăннипех те савăнăçлă уяв пулнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика