19 марта 2015 г.
_Preview.jpg)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче 2013-2018 çулсем валли йышăннă Терроризма хирĕç кĕрешмелли комплекслă план пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки канашланă.
Чăваш Енри лару-тăру çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин министрĕ А.Иванов, культура министрĕ В.Ефимов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă, планпа килĕшÿллĕн йышăннă ĕçсем туллин пурнăçланса пынине асăннă. Калăпăр, культура тытăмĕпе илес пулсан, пурĕ 80 яхăн тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Вĕренÿ пайĕнче пĕлтĕр республикăра çамрăксене явăçтарса 500 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Чăваш Ен» террора хирĕç» республика шайĕнче пуçласа журналистсем хушшинче конкурс йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, пур мероприяти те террора хирĕç кĕрешес енĕпе пулса иртнĕ. Республикăра ку енĕпе кăтартусем аван. Паянхи кун тĕрлĕ транспорт çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла, пĕлтерĕшлĕ пысăк объектсене те куçран вĕçертме юрамасть. Асăннă тытăмсенчи ыйтусемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ О.Марков, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев паянхи çитĕнÿсене кура лăпланса лармалла маррине, обществăри тăнăçлăха упраса хăварас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине, асăннă ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине, ку тĕлĕшпе пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмаллине палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики