АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх çыннисене чысларĕç

17 марта 2015 г.

Çывăх çыннисене чысларĕç

Анне, кукамай, асанне!... Кашни çыншăн чи çывăх та асамлă сăмахсем, хĕрарăмсен уявĕ. Питĕ кĕтрĕç çак уява Арапуç шкулĕнчи 1-мĕш класс ачисем. Уяв илемлĕ сăвăсемпе пуçланчĕ.

Уява килнĕ хăнасем - асаннесемпе кукамайсем. Пĕтĕм кăмăлтан «Кукаçипе куками», «Мы с моею бабушкой», «Много у бабушки», «Улыбка» юрăсем хаваслă янăрарĕç. Хĕрачасен ушкăнĕ: М.Михайлова, Н.Софронова, К.Доброхотова, М.Васильева кукамай-асаннесем çинчен савăнăçлă такмаксем шăрантарчĕç. Класра пур хĕрачасен хальхи ташши те килĕшÿллĕ пулчĕ. К.Васильевпа М.Лаврентьев вара чуна тивекен илемлĕ, вăрăм сăвăсем каласа тĕлĕнтерчĕç. Вĕсемех «Асаннесемпе мăнуксем» ятлă кулăшла сценка лартса пачĕç. Пĕрремĕш класс ачисем çеç пулсан та, хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тытрĕç.

Çак уяв вăхăтĕнче ачасем хăйсен асламăшĕсемпе, кукамăшĕсемпе пурне те паллаштарчĕç. Вĕрентекен ирттернĕ тĕрлĕ конкурссенче пурте хутшăнчĕç. «Саспаллисенчен сăмах пуçтар» конкурсра ачасем питĕ хăвăрт «асанне», «кукамай» сăмахсем пуçтарчĕç. «Чи ăшă сăмахсем» конкурсра пĕр-пĕрне чĕререн тухакан сăмахсем ваттисен чунĕсене ăшăтрĕç, савăнăç куççулĕсем кăларчĕç. «Куç хупса пĕл» конкурсра вара мăнуксем хăйсен асламăшĕсемпе кукамăшĕсене хăвăрт шыраса тупрĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем хăнасене килте амăшĕсемпе пĕçернĕ икерчĕсемпе хăналарĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.

Хăш чухне эпир асаннесемпе кукамайсене кÿрентеретпĕр. Çав-çавах вĕсем пире каçараççĕ, юратаççĕ. Вĕсенчен пирĕн вĕренмелли нумай. Юратасчĕ, хакласчĕ, упрама пĕлесчĕ вĕсене сывă чух. Вĕсем пурри пире пурăнма, вĕренме, çын пулма хăват парать, савăнтарать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ЕФРЕМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика