АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Строитель» ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

17 марта 2015 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Строитель» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Предприяти 2003 çулта ĕçлеме тытăннă.

Вăл ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли, канализаци, вентиляци тата ытти системăсене проектлассипе, монтаж тăвассипе, çавăн пекех котельнăй оборудованисене, тĕтĕм пăрăхĕсене лартассипе ĕçлесе пырать. Ĕçсене квалификациллĕ специалистсем пурнăçлаççĕ, вĕсене ятарласа вĕрентеççĕ. Монтажне çĕнĕ йышши технологисемпе хальхи оборудованипе тăваççĕ, çавăнпа та пĕтĕм ĕçсене кĕске вăхăт хушшинче тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. «Строитель» тулли мар яваплă обществăн руководителĕпе В.Лебедевпа калаçнă хушăра предприятин малашнехи аталанмалли плансене сÿтсе явнă. «Кунта 10 çын ĕçлет. Уйăхсерен тивĕçлĕ шалу тÿлетпĕр, сезон вăхăтĕнче, паллах, нумайрах. Рынок ыйтнине кура газ тата пенобетон плитисене тăвассипе ĕçе пуçарса ярасшăн», - тенĕ Валерий Петрович. Унсăр пуçне предприяти руководителĕ территорине тирпей-илем кĕртес ыйтăва тимлесех тăрать. Планра вĕсен - Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа йывăçсем лартса парк тăвасси. Çавăн пекех РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн дежурнăйсен пульчĕ патне пыракан сăнав камерине лартасси пирки те калаçнă, мĕншĕн тесен предприяти поселок центрне кĕрекен вырăнта вырнаçнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика