АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çипуçĕпе ăмсанмалăх пур

11 марта 2015 г.

Чăваш çипуçĕпе ăмсанмалăх пур

Вăрмар тăрăхĕнче 2009 çулта Республика кунне ирттернĕренпе чăваш тумĕ тăхăннă Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ çамрăкĕсен йышлă «десантне» курманччĕ. Мартăн 6-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Вăрмар поселокĕнче тĕрлĕ тăрăхри чăвашсен тумтирне тăхăннисем пуçтарăнчĕç.

«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организаци хальхи условисенчи чăваш наци тумтирĕ» республикăри форум ирттерчĕ.

Çак мероприятие пирĕн районта ирттерни пĕрре те ахаль мар тесе калас килет. 24 пин çын ытларах пурăнакан тăрăхра тĕрлĕ наци çыннисем тĕпленнĕ. Чăваш, вырăс, тутар, мари, украин, беларуç, нимĕç, дагестан тата ытти халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе çыхăну тытаççĕ. Вĕсем хушшинче хирĕç-тăру нихăçан та пулман. Кунта пурăнакан ытти халăх çыннисенчен чылайăшĕ чăвашла калаçаççĕ. Районти тĕп халăхăн культурине пĕлни татах та туслăрах пулма витĕм кÿрет.

Форума ЧР экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ, çавăн пекех культура, национальноç тата архив ĕçĕн министерствисем, Вăрмар район администрацийĕ йĕркеленипе ирттернĕ.

Мероприятие республикăри районсемпе хула тăрăхĕсенчи декораципе хушма ÿнерлĕх енĕпе ĕçлекен ăстасем тата çак ĕçе юратакансем культура учрежденийĕн ĕçченĕсем Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕн служащийĕсем, Чăваш наци конгресĕн район тата хула тăрăхĕсен уйрăмĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ЧР суту-илÿпе промышленоç палатин представителĕсем хутшăннă.

Асăннă кун 10 сехетре районти тавра пĕлÿ музейĕнче хăнасене унăн директорĕ В.Цыфаркин, А.Михайлова экскурсовод кĕтсе илнĕ. Паянхи кун тĕлне 24 пин ытла çын пурăнакан район историйĕ питĕ пуян. Василий Егоровичпа А.Михайлова экскурсовод Вăрмар тăрăхĕн аваллăхĕпе те, паянхи кунĕпе те тĕплĕн паллаштарчĕç.

Тавра пĕлÿ музейĕнче халĕ тăватă пÿлĕм ĕçлет - «Иртнĕ пурнăç сăн-сăпачĕ», «Вăрмар станцийĕпе сĕтел-пукан фабрики», «Салтак çулĕн паттăрлăхĕ (астăвăмпа хурлану), «Вăрмарсен ĕçĕ-хĕлĕпе ăраскалĕ». Пирĕн тăрăха Чăвашсен Патриархĕ И.Яковлев темиçе те килсе çÿрнĕ, шкулсем уçма пысăк тÿпе хывнă. Кивĕ Вăрмар ялĕнче пĕр хут кăна мар пулса çак ялта çут ĕç ĕçне йĕркелеме, хресченсене йывăр самантра пулăшу кÿме май тупнă. Районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков Кивĕ Вăрмар ялĕнчен тухни те çакăнпах çыхăннă тесе калас килет - пĕлÿ илмесĕр ахаль ял çынни летчик пулса тÿпене çĕкленсе нимĕç фашисчĕсене аркатма пултарайман. Вăл пĕлĕвне аэроклубра туптанă, ун хыççăн - фронт. Н.Зарубин летчика та Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама тăратнă (вăл Чупай ялĕнчен). Шел пулин те 1943 çулта Ленинград тÿпинче вĕсен самолетне çапса антараççĕ, виллисене тупайман пирки хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтереççĕ. Çухалнă çынна, паллах, Герой ятне парайман. 1957 çулта вĕсен самолетне тата Н.Зарубин виллине Ленинград хули çывăхĕнчи шурлăхра тупнă. Вилнĕ хыççăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 70 çул çитет. Саруйĕнчи П.Порфирьев разведчик салтак Мухтавĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Районтан 64 хĕрарăм вăрçа тухса кайнă, улттăшĕ унăн хаяр хирĕнчех выртса юлнă. Нина Капитонова (Мăнçырма) санинструктор 160 матроспа офицерсене çапăçуран илсе тухнă, анчах аманнă çар çыннисене Атăл урлă илсе каçнă чухне бомба (снаряд) ванчăкĕ лекнипе хăй вилнĕ. Çиçтĕпере çуралса ÿснĕ Елена Степанова пирки пирĕн ентешсем В.Алендейпе (сăвă авторĕ), Г.Моклаков ?композитор%, «Лена партизанка» юрă халалланă. «Полярник» партизан отрядĕнчи Елена разведкăна кайсан засадăна лекнĕ, икĕ ураран та аманнăскер юлташĕсене хÿтĕлеме юлать, юлашкинчен хăйне гранатăпа сирпетсе ярать.

Писатель-поэтсем те районтан сахал мар тухнă: Чăваш халăх писателĕ В.Алендей, Г.Алендей, В.Рзай, А.Янташ, М.Волкова, З.Дашкова, Н.Иванов тата ыттисем те. Тĕрлĕ çулсенче палăрнă ялхуçалăх руководителĕсемпе те хăнасене паллаштарчĕ Василий Егорович. С.Лукин, Социализмла Ĕç Геройĕ, Мичурин ячĕллĕ колхоза нумай çул ертсе пынă, «Путь Ильича» колхоз председателĕ И.Михайлов, Чупайĕнчи «Дружба» колхоз председателĕ И.Григорьев. Иван Григорьевич Ленин орденне тивĕçнĕ, çак хуçалăхри К.Николаев тата В.Григорьева колхозниксем Социализмла Ĕç Геройĕн ятне илнĕ.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ районти культурăпа кану центрне куçрĕ. Чăваш наци тумтирĕсен куравне уçнă май Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин мероприятие хутшăнма кăмăл тунă ентешсене çак уявпа тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа пĕрлĕхлĕх туйăмне малалла та аталантарса пыма сунчĕ. Чăван Наци Конгресĕн Президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Клементьев та пурне те ăшшăн саламларĕ, чăвашлăх туйăмĕ çирĕпленсе пынине нимĕн те çитменнине палăртрĕ. «Чăваш тумĕ. Аваллăхран паян кун таран» кĕнеке авторĕ В.Иванов çак кăларăма презентацилерĕ. Кĕнекере çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсен авалхи тумтирĕсемпе тĕплĕн паллашма пулать.

Культурăпа кану центрĕнче çавăн пекех ал-ĕç ăстисем çĕлесе, тĕрлесе хатĕрленĕ япаласен суту-илĕвне те йĕркеленĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика