АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕпе чысларĕç

11 марта 2015 г.

Юрă-кĕвĕпе чысларĕç

Март уйăхĕн пуçламăшĕ савăнăçлă уявсем йышлă пулнипе палăрса тăчĕ. Вăрмар поселокне илес пулсассăн кăна-ха - район çыннисем мартăн 1-мĕшĕнче Хĕле ăсатрĕç, мартăн 8-мĕшĕнче вара район центрĕн тĕп площадĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа савăнăçлă пысăк концерт иртрĕ.

Кунĕ ытарайми сар-хĕвеллĕ те тÿлек пулчĕ, çавăнпа та палăртнă вăхăт тĕлне площаде районта пурăнакансем те, хăнасем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Культура мероприятийĕ пуçланас умĕн пултаруллă та хастар хĕрарăмсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ăшă сăмахсемпе саламларĕ.

«Мартăн 8-мĕшĕ çурхи чи пĕрремĕш уяв, çутçанталăк чĕрĕлме тытăнать, хĕрарăмсем вара пурнăç тăршшĕпе пирĕн чун-чĕресене чĕрĕлĕхпе ăшăлăх парса тăраççĕ, пурнăçа илемлĕрех те хитререх тăваççĕ», - терĕ Константин Владимирович. Ун хыççăн «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» - обществăлла организацин çĕнĕ президенчĕ, Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн художествăлла пултарулăх руководителĕ Ю.Филиппов саламласа юрă парнелерĕ, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Харитонов, районти пур хĕрарăмсене саламланă май, райпо Канашĕн ячĕпе суту-илÿ системинче вăй хуракансене уйрăммăн ăшă сăмах каларĕ.

Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ, çак кун ыттисем каннă чухне вĕсем çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерес тесе тимлеççĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров та, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та ăшă сăмахсене хĕрхенмерĕç. «Хĕрарăм пире пурнăç парнелет, эппин эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр тăршшĕ парăмра», - терĕç. Ачасемпе нумай çул савăнса пурăнма сунчĕç.

Уява пухăннисене районти художествăпа пултарулăх коллективĕсем пысăк концертпа савăнтарчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика