04 марта 2015 г.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - тенĕ мĕн авалтан. Çуракине мĕнле ирттеретĕн тухăç та çавăн пек пухса илетĕн. Тухăçне вара пурин те пÿлме тулли пухса кĕртес килет. Çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ял хуçалăх енĕпе вăй хуракансем.
Умра - яваплă тапхăр - кăçалхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен тата тымар çимĕç шăпине татса паракан çур аки. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, чăрмавсене парăнтарса, ăна кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси, çамрăксене хресчен (фермер) ĕçне явăçтарасси çинчен, çавăн пекех туса илекен сĕт хакне чакармалла марри çинчен, усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, хуçисĕр çĕрсене кĕске вăхăтра регистрацилемелли пирки пулчĕ райадминистраци пуçлăхĕн К.Никитинăн сăмахĕ агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен канашлăвне уçнă май.
«Пирĕн район ĕçĕ ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Йывăрлăхсем пулсан та районти чылай хуçалăхсем иртнĕ çул пысăк тухăçлă тыр-пул туса илме пултарчĕç, - тесе пуçларĕ хăйĕн докладне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов. Вăл иртнĕ çул районти агропромышленноç комплексĕнчи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ, çавăн пекех 2015 çулхи тĕллевсене палăртрĕ.
«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн руководителĕн заместителĕ О.Белова вăрлăхлăх культурăсене акма тытăниччен фитоэкспертиза тумалли пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Хăш чирпе еплерех кĕрешмелли çинчен те каласа хăварчĕ.
Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене патшалăх енчен пулăшу кÿрессин йĕркипе ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн пирĕн районти специалист-эксперчĕ В.Ефремова паллаштарчĕ.
Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене техосмотр кăлармаллин йĕрки çинчен Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе ĕçлекен инспекцин начальникĕ В.Николаев тухса калаçрĕ.
«Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР Патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров тĕш тырă упрамалли складсене дезинфекцилемелли çинчен пĕлтерчĕ.
Тухăçлăха ÿстерес тесен агротехника требованийĕсене пурнăçласа, çĕр пулăхне пуянлатсах пымалли çинчен тата ку енĕпе патшалăх енчен еплерех пулăшу кÿрессипе тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ районти ертсе пыракан агрохимик В.Сергеев.
«Россельхозбанк» АУОн пирĕн районти хушма офисĕн управляющийĕ А.Максимова хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата уйрăм кил хуçалăхĕсене кредит парассипе паллаштарчĕ.
Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхланас тесен мĕнле препаратсемпе усă курмалли çинчен Чăваш Республикинчи «Сингента» компанин регионти представителĕ Г.Тихонов каларĕ. Ытти тухса калаçакансенчен те пурте ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен йывăрлăхне ăнланни палăрчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.