АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

25 февраля 2015 г.

Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах Вăрмар райповĕ хăйсен пайщикĕсем тата вырăнти халăх умĕнче иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетет тата малашлăх тĕллевĕсене палăртать. Вăрмар райповĕн уполномоченнăйсен отчетлă пухăвне Чăвашпотребсоюзĕн канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов 2014 çулхи райпон ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ тата кăçал туса ирттермелли ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Вăрмар райповĕ рынок аталанăвĕнче пысăк калăпăшлă предприятисенчен пĕри шутланать. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 257 миллион та 521 пин тенкĕпе танлашнă. Суту-илÿ райпон тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Кунта пурĕ 139 суту-илÿ ĕçченĕ тăрăшать. Иртнĕ çул ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн тавар çаврăнăшĕ 210 миллион та 792 пин тенкĕпе танлашнă. Райпо аптекисем те лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Вĕсен тавар çаврăнăшĕ иртнĕ çул 8 миллион та 425 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 102,3 процент пулать. Çавăн пекех иртнĕ çул пĕр çын пуçне 15 пин те 220 тенкĕлĕх тавар сутнă, ку унчченхи çулпа танлаштарсан ытларах. «Суту-илÿ сечĕсене автоматизацилес» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул 4 лавккана çĕнетнĕ. Вĕсем: поселокри «Надежда», «Органика», Кавалти, Чулкасри халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен лавккасем. Аякри ялсенче пурăнакансене кулленхи кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине райпо тĕп вырăна хурать. Акă Чĕкету, Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Шулхан, Чăршçырма, Пăвакасси ялĕсене çитсе унта пурăнакансене кирлĕ таварсемпе райпо ĕçченĕсем яланах тивĕçтерсе тăраççĕ. Рынокри конкуренцие пăхмасăрах плана тултарса ĕçлесе пыракан райпо лавккисем те сахал мар. Акă иртнĕ çулхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн Кивĕ Шулханти райпо лавкки (заведующийĕ Л.Борькова) плана 122,8 процент тултарнă. Çавăн пекех поселокри «Зеленый» лавкка (заведующийĕ И.Кузьмина) - 118,5, ветеринари аптеки (заведующийĕ Н.Петрова) - 106,4, Кавалти лавкка (заведующийĕ Т.Бормисова) - 100,7 процент плана пурнăçланă. 2013 çулпа танлаштарсан иртнĕ çул плана ирттерсе тултарнисен шутĕнче Çĕнĕ Мăнтăрти лавкка (заведующийĕ Н.Тимофеева), Çитмĕшри (заведующийĕ С.Максимова), Паттинчи (заведующийĕ Е.Сергеева), Пысăк Енккассинчи (заведующийĕ О.Миронова), Карăкçырмари (заведующийĕ Т.Иванова), Аслă Чакри (заведующийĕ Э.Николаева), Саруйĕнчи (заведующийĕ О.Алексеева) лавккасенче тăрăшса вăй хуракансем.

Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество та лайăх аталанса пынине палăртрĕ С.Харитонов хăйĕн анлă докладĕнче. Иртнĕ çул обществăлла апатланăвăн тавар çаврăнăшĕ 100,6 процентпа танлашнă. Обществăлла апатлану предприятийĕ хăйсен вăйĕпе 34 миллион та 594 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, плана 107 процент пурнăçланă. Вăрмар райповĕ производство ĕç-хĕлне те аталантарса пырать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество туса кăларнă продукцин калăпăшĕ иртнĕ çул 23 миллион та 144 пин тенкĕпе танлашнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан сахалрах. Çавăнпа та Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ С.Павлов ку енĕпе тăрăшуллăрах ĕçлемеллине, тавар ассортиментне пуянлатмаллине, пахалăхлă çăкăрпа булка изделийĕсем ытларах пĕçерсе кăлармаллине палăртрĕ. Райпо темиçе çул ĕнтĕ хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă ĕçлет. Вырăнти халăха вăл кил хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцине аякка çÿремесĕрех вырнаçтарма, вĕсене кирлĕ таварпа тивĕçтерме пулăшать. Тепĕр майлă каласан потребительсен кооперацийĕ ял халăхĕпе тачă çыхăнура ĕçленĕрен аталанса пырать. 2014 çулта хатĕрлев ĕçĕн çаврăнăшĕ 24 миллион та 839 пин тенкĕпе танлашнă, плана 100,6 процент пурнăçланă. Вырăнти халăхран сĕт пухассипе райпон Саруй, Тупах, Çĕнĕ Мăнтăр, Мăнçырма, Çитмĕш, Шутнерпуç лавккисем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ял лавкки суту-илÿ, хатĕрлев, информаципе общество центрĕ пулса тăрать. Палăртма кăмăллă: Вăрмар райповĕ çулсеренех пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пырать. Иртнĕ çул строительствăпа юсав ĕçĕсем пурнăçлама, çĕнĕ йышши оборудовани туянма 4 миллион та 663 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал пурнăçламалли ĕçсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ Сергей Николаевич. Вăл палăртнă тăрăх 8 лавкка автоматизацилемелле, Кавал ялĕнче ветеринари тата аптека пункчĕсене уçмалла, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество валли çĕнĕ йышши оборудовани туянмалла тата ытти те. 2015 - мĕш çул Вăрмар кооператорĕсемшĕн юбилейлă çул шутланать. Кăçал вĕсем Вăрмар районĕн потребительсен обществи 85 çул тултарнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов кăçал татах та пысăкрах ÿсĕмсем тумаллине, тăрăшуллăрах ĕçлемеллине палăртрĕ. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ С.Павлов кăçалхи çул райпо ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулманнине, çавна май производствăна, суту-илĕве, обществăлла апатлану предприятийĕсене пур хăватпа ĕçлеттермеллине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин потребительсен кооперацийĕ паян ял управçи пулса тăнине, яллă вырăнсенче райпо лавккисем хăйнеевĕрлĕ Культура центрĕ пулнине палăртрĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев - халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси, ăна валли ĕçлесе пурăнмашкăн майлă условисем туса парасси», - терĕ Константин Владимирович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Пĕтĕмĕшле каласан, Вăрмар райповĕн ĕç-хĕлне уполномоченнăйсем пĕр саслă пулса лайăх хак пачĕç. Чи лайăх ĕçлесе пыракан райпо лавккисен заведующийĕсем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика