21 февраля 2015 г.
.jpg)
Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕ кашни çулах иртсе кайнă çулта туса ирттернĕ (е туса çитереймен) ĕçсемпе ял халăхне анлă пухура паллаштарать, çавăнпа пĕрлех культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташă отчет-смотрĕпе хутшăнать.
Графикпе палăртнă кун культура çуртне халăх йышлă, зал тулли пуçтарăнчĕ. Малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов 2014 çулта мĕнле ĕçлесе пыни çинчен пĕтĕмлетÿ турĕ, çителĕксĕртерех тунă е çĕнĕрен тумалли ĕçсене те асăнса хăварчĕ. Туса ирттермелли ĕçĕсенче ял тăрăхĕн депутачĕсем пысăк пулăшу пани çинчен каларĕ, уйрăммăн В.Аверьянов депутата ырă сăмахпа асăнчĕ, кăçал хĕлĕ те, ытти çулхипе танлаштарсан, нумай юрлă пулчĕ, кашни кунах ял хушшинчи урамсене тасатсах тăма лекрĕ. Вăл ку ĕçе вăхăтра та тивĕçлĕ шайра туса пычĕ. В.Николаев депутат та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Мăнçырма ялĕн историпе краеведени музейне тепĕр хут майлаштарса кирлĕ шая çитерессишĕн нумай тăрăшрĕ, яла пырса кĕнĕ тата тухса кайнă çĕрти вывескăсене çĕнетсе тăрать. Пĕр сăмахпа, шкул директорĕн ĕçĕпе депутат тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрет.
Ял тăрăхĕн ĕçĕнче «Пулăшу» тата «Çемье» программăсен ĕçĕсем тивĕçлĕ шайра пулса пыраççĕ. Ку программăсене пурнăçлама шкулпа тачă çыхăнса ĕçлени çăмăллăх кÿрет. Хăйĕн отчетĕнче В.Семенов çĕрпе мĕнле ĕçлесе пыни, килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни çинчен каларĕ, пайăррăн ятран асăнчĕ. Çак яваплă та çăмăл мар ĕçсенче тăрăшакансем ял тăрăхĕн территорийĕнче нумайăн.
Малалла сăмах суту-илÿ, вĕренÿ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культура çурчĕ, библиотека, чиркÿ ĕçĕсем çинчен пулчĕ, пĕчĕк предпринимательлĕх вăй илсе пынипе, ял халăхĕ (çамрăксем çеç мар, аслă ăрури çынсем те) сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе тата спортпа туслă пулнине асăнчĕ. Ял халăхĕн пĕтĕмлетĕвне хак парас ĕçе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ С.Васильев, «Россельхозбанкăн» районти филиалĕн ертсе пыракан экономисчĕ Н.Николаева хутшăнчĕç. В.Семенов отчечĕ хыççăн Д.Иванов район шайĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, Мăнçырма ял чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей, шкул директорĕ В.Николаев, «Россельхозбанк» ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Н.Николаева тухса калаçрĕç, ял халăхне, ял тăрăхне малаллахи ĕçсенче ăнăçусем сунчĕç.
Пухăвăн иккĕмĕш пайĕ - Культура çурчĕн художествăлла пултарулăх концерчĕ. Концерта Э.Кузнецова клуб заведующийĕпе Н.Ильина библиотекарь ăнăçлă ертсе пычĕç. 2015-мĕш çула Раççейре Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ тесе палăртнипе, тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие тĕппипех аркатса тăкнăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ концерт программине. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн пĕр сыпăкне кăтартнинчен пуçланчĕ вăл. «Эпир пулсан юрă пур, юрă пулсан пурнăç пур». Çак йĕркесен пĕлтерĕшĕ уяв тăршшĕпех палăрчĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн членĕсемпе пĕрле вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те хутшăнни концерт программине пуянлатрĕ. Юхма Мишши çырнă «Салтак амăшĕн сăмахĕ» (вулаканĕ Н.Шавырина) тата Ю.Сементерĕн «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» (вулаканĕ Т.Степанова вĕрентекен) сăвăсем куракансен чунне пырса тиврĕç.
Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» тата «Ĕмĕт» ушкăнри хĕрарăмсен пултарулăхĕ пысăк пулнине куракансем пĕлеççĕ, çавăнпа кашни çинчен уйрăммăн палăртни кирлех те мар. Анчах та «вăйлинчен вăйли», «ăслинчен ăсли», «пултаруллинчен пултарулли» пур тенĕ пек, С.Казаковăна асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. «Артистсенчен кая мар» - ку сăмахсем - куракансен хаклавĕ. Ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те юрларĕç пултаруллă хĕрарăмсем, кил ăшшин управçисем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА.