АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ĕçлекенсене - халăх чысĕ

21 февраля 2015 г.

Халăхшăн ĕçлекенсене - халăх чысĕ

Кашни уйăхра республикăра пĕрлехи информаци кунĕсем иртеççĕ. Вĕсене халăхпа тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе явас, республика районĕсенчи пур ялсене те çитсе курас, унти лару-тăрупа паллашас, йывăрлăхсене тупса палăртас тĕлĕшпе ирттереççĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта та информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми - ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне пăхса тухасси. Унсăр пуçне РФ Президенчĕн В.Путинăн 2014 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчи 426 номерлĕ «Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Литература çулталăкне ирттересси», «РФ Пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси».

Пĕрлехи иформаци кунĕн ушкăнне ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пынă. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин надзорпа вĕрентÿ сферинчи контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе-аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов пулнă. Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче пухăнчĕç. Кунта яланхилле иккĕ е виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн сертификатне пачĕç. «Çемье институчĕн авторитетне çĕклессипе пирĕн район чылай ĕçсем туса ирттерет. Нумай çул хушши пĕрле пурăнакан мăшăрсемпе, ветерансемпе, çамрăк аннесемпе тĕл пулусем, тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх илнĕшĕн, демографие лайăхлатма пулăшнăшăн тав тăватăп», - палăртнă Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.

Телейлĕ сертификат илекенсем - Н.Моисеева (Чулкас), Г.Федотова (Хĕрлĕçыр), Г.Тарасова (Энĕшпуç), Л.Евдокимова (Саруй), О.Игнатьева (Вăрмар поселокĕ).

Унтан сăмах ЧР культура министрĕн заместителĕ, пĕрлехи информаци ушкăнне ертсе пыраканĕ Т.Казакова илнĕ. Вăл ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Çыру çак сăмахсенчен пуçланнă: «Добро пожаловать домой» - ку Раççей территорине Крымпа Севастополе пĕрлештернине Чăваш Енре пурăнакансем лайăх йышăннине пĕлтерет, мĕншĕн тесен кунта 2500 пирĕн ентеш пурăнать. Кăçалхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Крыма хăй те çитсе курĕ. Республикăра ĕçсĕрлĕх чакнă, строительство сферинче те ырă улшăнусем чылай - нумай хваттерлĕ çуртсем хăпараççĕ, эконом класлă 210 пин тăваткал метр хваттер тума палăртнă, вĕсене 5 пин çемье илме пултарĕ. Чăваш Республики Раççей субъекчĕсем хушшинче ял территорисенче фельдшерпа акушер пункчĕсене тата пĕтĕмĕшле практика врачăн офисĕсене тăвассипе саккăрмĕш вырăнта. Ял хуçалăхĕ те лайăх аталанса пырать - 2014 çулта çĕр улми тата пахча çимĕç упрамалли 10 хранилище тунă. 2014 çулта нумай функциллĕ центрсен те ĕçĕ курăмлă. Чăваш Енре пурăнакан граждансем нумай функциллĕ центра 150 тĕрлĕ справкăсемпе документсене 290 пин çын илме килнĕ, çав шутра ялта пурăнакансем 7 пин ытла. Демографи лару-тăрăвне илес пулсан пурнăç тăршшĕ ÿсни палăрать, вăтам пурнăç тăршшĕ 2,3 çул ÿснĕ, çавăнпа та 71 çулпа танлашать. Иртнĕ çул «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум иртнĕ. Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин тата ытти паллă хăнасем килнĕ. Кăçал тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм иртет, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çак куна республикăра та, районсенче те пĕлтĕрех хатĕрленме тытăннă. Кăçалхи майăн 8-мĕшĕнче акци иртĕ, çав вăхăтра хуласемпе районсенче мĕн пур палăксемпе мемориалсем умĕнче митингсем ирттерме палăртнă, çавăнпа та кашни палăка тирпейлĕхре тытмалла, вĕсене пăхса упраса хăвармалла, аркатса пĕтермелле мар. Тепĕр самант вăл - вăрçăра хутшăннисемпе, ветерансемпе, хăрушă вăхăтра пурăннă çынсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулусем ирттересси, вĕсем каласа панисене çырса юлса тирпейлĕ упраса хăварасси. Кашни çул ветерансем сахалланса пыраççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - паттăрсен ятне упраса хăварасси», - тенĕ Татьяна Васильевна. Çавăн пекех вăл 2014 çулта республикăра 63 культура учрежденине тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернине тата модернизациленине палăртнă, пурĕ паянхи куна çакăн йышши 109 культура учреждени. 2015 çулта Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ ирттерме палăртнă. Çавна май республикăра чылай мероприяти ирттерĕç, çыравçăсемпе тĕл пулĕç, тĕл пулусене ытларах ялсенче пурăнакан халăха хутшăнтарĕç. «Эпир, культура ĕçченĕсем, пурте пĕрле пĕр çын пек пулсан анчах çитĕнÿсем тума пултаратпăр, çавăн чухне тин эпир пахалăхлă, çÿллĕ шайра мероприятисем ирттерĕпĕр. Паянхи кунччен эпир çакăн пек ĕçлесе пынă та, çавăнпа та пирĕн çитĕнÿсем курăмлă», - тесе вĕçленĕ хăйĕн сăмахне Т.Казакова.

Малалла сăмах «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов илчĕ. Вăл чăваш культурин йăли-йĕркисене упраса хăвармаллине палăртрĕ. Чăваш Енре К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тунă май, залра пухăннисене ырă хыпар пĕлтерчĕ - Константин Васильевич йăхĕ пирĕн районти Кавал ялĕнчен пулса кайнă иккен, унтан тин Ивановсем Пушкăрта куçса кайнă. Хăшĕ-пĕри кун пирки тен пĕлнĕ те, камшăн вара ку çĕнĕ хыпар пулчĕ, апла пулин те пурне те ку савăнтарчĕ кăна, çакăнпа пирĕн мухтанмаллипех мухтанмалла. К.Ивановăн манăçми «Нарспи» поэмине пĕрер каç ларса вуласа тухма, унăн геройĕсене аса илме сĕнчĕ.

«Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева культура сферинче 45 çул тăрăшать, вăл библиотекăра 19 çулта пулнă чухне ĕçлеме тытăннă, паянхи кун та çак сферăрах ĕçлет. Тамара Романовна хăйсен ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнине, нумай грантсем çĕнсе илнине палăртнă. Ку пĕтĕмпех пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе калаçса татăлса ĕçленинчен килет. Вĕсем ачасемпе çамрăксене усă кÿрес, вĕсен кăмăл-туйăмне, вулас туртăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хураççĕ.

Виççĕмĕш ыйтупа район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков тухса калаçнă. Пенси фончĕн ыйтăвĕсем тивĕçлĕ канăва тухас текен е тухнă çынсене анчах мар, çамрăксене те пырса тивет. Михаил Анатольевич 2015 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Пенси илмелли условийĕсене каласа тухрĕ: хĕрарăмăн 55 çулта, арçыннăн 60 çулта пулмалла, ĕç стажĕ 15 çулпа танлашмалла, пенсие тухиччен кашни çыннăн 30 балл пухмалла, çулталăк хушшинче çын 10 балл таран ĕçлесе илме пултарать пулсан, 30 çул ĕçлесен шăп та 30 балл пухăнать. Унсăр пуçне вăл харпăр хăй кабинечĕ усăллă пулнине палăртрĕ. Кунта регистрациленнĕ çынсем хăйсен пухăннă балĕсемпе, ĕç стажĕпе паллашма пултараççĕ, Пенси фондне килтен тухмасăрах электронлă майпа çырăнма пултараççĕ, ку вăхăта та перекетлет, вăрăм черетсенчен те хăтарать. Малалла информаци кунĕн членĕсем ушкăнсем çине пайланса Вăрмар хула, Арапуç, Энтрияль, Пысăк Енккасси, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче пулса, унта пурăнакансемпе тĕл пулса хумхантаракан ыйтусемпе ĕçленĕ.

Арапуç ял тăрăхĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев тата район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков Арапуç ял тăрăхĕн халăхĕпе тĕл пулчĕç. Çул-çÿрев ял администрацийĕнчен пуçланчĕ. Кунта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев кĕтсе илнĕ, администрацин ĕçĕ-хĕлĕпе, ялта пурăнакансем специалистсем патне ытларах мĕнле ыйтусемпе килнипе паллаштарнă. Çул малалла «Теремок» ача садне пулчĕ. Кунта информаци кунĕн членĕсем шкул çулне çитмен учрежденийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç. Калаçу ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ тавра пулчĕ. Çак ыйтупа Генрих Геннадьевич тĕплĕн каласа пачĕ. Республикăра, пирĕн районта пулса иртнĕ ырă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Сăмахран, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, шкулсем уçăлаççĕ, Çĕнĕ çул умĕн ача сачĕ хута кайрĕ, нумай хваттерлĕ çуртсем хăпараççĕ, çулсем сараççĕ тата ытти те. Çак пысăк ĕçсене пурнăçлама патшалăх нумай пулăшать. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕн Правительствине, Чăваш Республикин ертÿлĕхне, район руководствине пысăк тав сăмахĕ.

Михаил Анатольевич РФ Пенси фондĕнчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Коллектив пенси фончĕпе çыхăннă ыйтусем чылай пачĕ, çавăн пекех вĕсене садикре ăшă тăманни, сивĕ пулни пăшăрхантарать, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем ачисене садике яма шикленеççĕ, чирлесрен хăраççĕ. Яваплă çынсем пур ыйтăва та пăхса тухма шантарчĕç.

Вăрмар поселокĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитинпа ЧР культура министрĕн заместителĕ Т.Казакова Вăрмар хула тăрăхĕнче пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулăва вĕсем поселокри культурăпа кану центрĕнче ирттернĕ, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Пĕрлехи информаци кунĕн членĕсемпе районти яваплă çынсем пĕтĕмлетÿсене район администрацийĕн ларусен залĕнче турĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика