19 февраля 2015 г.

«Докрос» компани рынокра -1995 çултанпа. Ĕçе тин çеç пуçăннă чухне предприятийĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ пахалăхлă та таса материалсенчен алăксем тăвасси пулнă. «Докрос» предприятийĕн филиалĕсем чылай хуласенче уçăлнă, унăн тĕп офисĕ Чулхулара вырнаçнă. 2004 çултанпа «Докрос» тулли мар яваплă общество Вăрмар районĕнче те ĕçлеме тытăннă.
Цеха кĕрсен тÿрех йывăç шăрши килсе çапрĕ, кунта йывăçран тунă изделисене ăсталаса кăлараççĕ. Паян предприятире 80 çын вăй хурать. Пурте тăрăшса, савăнса ĕçлеççĕ. Кашни çын хăйĕн ĕç станокĕ умĕнче тăрать, пырса чăрмантарма та аван мар пек, çапах та сăн ÿкерттерме тесен хирĕç пулмарĕç, районти хастар та ылтăн алăллă, ăста çынсене сăнран палламалла пирĕн. (Ÿкерчĕк çинче К.Сидоров, Д.Маслов, А.Мишин). Ĕçленине сăнаса тăрсан тĕлĕнсех каятăн - мĕн тери ăста алăллă-çке вĕсем, çак ĕçе тума çуралнă тейĕн. Çамрăксем кунта ĕçлени те савăнтарать. «Хамăн ĕç мана питĕ килĕшет, коллектив кăмăллă, туслă, яланах пĕр-пĕрне пурте пулăшма хатĕр, пĕр-пĕрне ура хумаççĕ, санăн çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ. Производство руководстви те лайăх, нихăçан сăлтавсăр айăпламасть. Ĕç укçи те начар тÿлемеççĕ, çитсе пырать, çавăнпа та эпĕ кунта малашне те ĕçлеме шутлатăп», - тет кунта тăрăшакан Д.Маслов.
Предприятин производство руководителĕ К.Цвень ырă-кăмăллă та тарават пулнăран производство пирки каласа пама сăмахсăрах килĕшрĕ. Паян кунта хурăн массивĕнчен картлашкасем, пÿлĕмсем валли алăксем, йывăçран еврочÿречесем туса кăлараççĕ. Çитес вăхăтра çĕнĕ производство хута яраççĕ - хурăн йывăçĕнчен сĕтел-пукан тăвасси.
Туса кăларнă продукци складра нумай тусанланса выртмасть, хăвăрт сутăнать. «Докрос» тулли мар яваплă обществин изделийĕсене саккас парса туянмалла, ыйтăва 30 ĕç кунĕ хушшинче тивĕçтереççĕ. Хатĕр продукцине пирĕн республика районĕсене кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене - Хусана, Зеленодольские, Мускава, Чулхулана тата ытти хуласемпе облаçсене ăсатаççĕ. 2014 çулта предприяти çулталăка лайăх вĕçленĕ - предприяти тупăшĕ 19 млн та 273 пин тенкĕпе танлашнă. Ку лайăх кăтарту. «Докрос» тулли мар яваплă обществăн тĕп задачи - пахалăхлă изделисем туса кăларасси, халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси, çитĕнни çинче чарăнса тăмасăр малалла та тăрăшса тупăшлă ĕçлесе аталанса пырасси.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.