АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсене хамăр таварпах тивĕçтересшĕн

19 февраля 2015 г.

Нумаях пулмасть райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин халăх умĕнче районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнине хаçата вулакансем пĕлеççĕ. Анлă лару пуçланас умĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе малтанхи вăхăтра «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество пулнă, халĕ «Иванов В.А» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курнă, патшалăх пулăшăвĕпе еплерех усă курнипе паллашнă.

Ку хуçалăх - районта малта пыракансенчен пĕри. Малтан пулнă хуçалăх панкрута тухсан В.Иванов хресчен ?фермер% хуçалăхĕ йĕркелесе фермăри пурлăха упраса хăварма пултарнă.

«Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов «2012-2014 çулсенче хресчен (фермер) хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» программăна хутшăнса 5 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак сумма çумне хăй ĕçлесе тунă укçи-тенкине хушса юхăнса пĕтме пуçланă витесене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, унта мăйракаллă шултра выльăхсем çĕнĕрен туянса янă. Унсăр пуçне выльăхсем валли апат хатĕрлемелли тата вĕсене апат валеçмелли техника, пресс-подборщик, погрузчиклă МТЗ трактор туяннă. Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăхсем 250 пуç ытла, çав шутра сăвакан ĕнесем 118 пуç. Халĕ вĕсем пăрулас умĕнхи тапхăрта. Планпа палăртнине пурнăçа кĕртсе пырса сĕт сăвăмне палăрмаллах ÿстерес шанчăк пур.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес енĕпе тата ăратлăхне лайăхлатссипе ĕçлеççĕ. Кашни выльăхăн хăйĕн паспорчĕ пур. Вĕсене апатлантарас тĕлĕшпе те уйрăм рацион хатĕрленĕ, утă-улăмĕ, силосĕ çителĕклĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентереççĕ, палăртнă вакцинацисене те графикпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Çак ĕçсене хуçалăхра 15 çын пурнăçласа пырать. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿссен малашне татах та ĕç вырăнĕсем пулĕç-ха. Текех витесем юхăнса лармĕç.

Хуçалăхăн малашлăх планĕсем пысăк, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерсе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илсе хамăр халăха тивĕçтересси.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика