17 февраля 2015 г.

Пирĕн салтаксемпе офицерсене Афганистанран илсе тухнăранпа 26 çул çитрĕ. Пирĕн патшалăхăн истори летопиçĕнче Афганистанри пулăмсем Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне кăтартакан паттăрла страници пулса тăнă.
Февралĕн 13-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв тулашĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă Совет тата Раççей салтакĕсене асăнмалли кунĕ умĕн, ветерансем, шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, общественность представителĕсем интернационалист-воин монуменчĕ умĕнче митинга пухăннă. Чаплă мероприятие район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко хутшăннă.
Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров уçнă. Унтан пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçнă. «Юнлă вăрçă 26 çул каялла вĕçленчĕ, анчах та унти паттăрла пулăмсем, пуçĕсене хунă салтаксем асран нихăçан та тухмаççĕ. Эсир, хисеплĕ ветерансем, вăрçă хăрушлăхне тÿссе ирттернĕ пулин те, паян та стройра юлатăр: районăн обществăлла пурнăçĕнче активлă хутшăнатăр, çамрăк ăрура патриотизм туйăмне çурататăр. Сире кăтартнă паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Киле таврăнайман ентешсем яланах пирĕн асра юлĕç», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Константин Владимирович.
«Паян эпир хаяр вăрçă хирĕнче выртса юлнă хамăр ентешсем умĕнче пуç таятпăр. Интернационалист-воин тивĕçне пурнăçланă салтаксене чыс та мухтав, пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей сунатăп», - палăртнă район пуçлăхĕ М.Пуклаков.
Митингра хутшăннисем умĕнче çавăн пекех ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко, Афган вăрçине хутшăннă Раççей пĕрлешĕвĕн ветеранĕсен Вăрмарти уйрăмĕн ячĕпе В.Александров тухса калаçнă.
26 çул... Çак вăхăт хушшинче пĕлтерĕшлĕ пулăмсем чылай пулса иртнĕ, анчах вăхăт та, пулăмсем те паттăрла вилнисем çинчен мантармаççĕ. Иртнĕ вăрçă XX ĕмĕрĕн пысăк масштаблă çар кампанийĕсенчен пĕри, Вăрмар тăрăхĕнчен тухнă 200 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайнă. Вĕсене асăнса Интернационалист-воин тата Çĕнтерÿçĕ-воин монуменчĕсем умне чĕрĕ чечексем хунă. Интернационалист-воинсен кунне халалласа Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та пысăк мероприятисем иртрĕç. Шкулăн виççĕмĕш хутĕнчи фойере çарпа патриотизм кĕтесне уçрĕç. Ăна Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, 1980 çулта хаяр çапăçура Афган çĕрĕ çинче пуçне хунă Геннадий Николаевич Александров сержанта тата çĕршыв тулашĕнчи тĕрлĕ вырăнсенче пынă вăрçăсене хутшăннă çар çыннисене халалланă. Ку пĕрре те ахальтен мар, Гена 1967-1975 çулсенче Вăрмарти шкулта (ун чухне пĕрремĕш номерлĕ) вĕреннĕ. Ун хыççăн пĕлĕвне Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче тăснă. Шăп та лăп Афганистана Совет çарĕсен контингентне илсе кĕнĕ çул вăл çар ретне тăнă. Çамрăк каччăн чылай çар операцийĕсене хутшăнма тивнĕ. Чăваш çамрăкĕ хăюллăхпа, паттăрлăхпа палăрса тăнă. Çын хăйĕн шăпине туять пулмалла. Юлашки çапăçăва кĕрес умĕн Гена чăваш çамрăкĕсене пĕчĕкшер парнесем пани çинчен калаççĕ юлташĕсем. Çĕрĕпе калаçса ларнă вĕсем - тул çутăлнă çутăлманах вăл ертсе пыракан подразделени çапăçăва кĕрет. Г.Александровшăн çак хаяр çапăçу юлашки пулать. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (вилнĕ хыççăн) парса чыслаççĕ. Чăваш Енрен çак шайри наградăна Афган вăрçине хутшăннисенчен чи малтан илнисенчен пĕри пулнă.
Вăрмар шкулĕнчи çарпа патриотизм клубне ахальтен мар унăн хушаматне кĕскетсе «Алекс» ят панă. Нумай çулсем хушши ăна пурнăç хăрушсăрлăх никĕсĕн предметне вĕрентекен В.Антонов ертсе пырать. Çарпа патриотизм кĕтесне çак шкулта уçнин тепĕр сăлтавĕ Вăрмарти шкулсенчен вĕренсе тухнисем тĕрлĕ «хĕрÿ» вырăнта çар операцийĕсене хутшăнни те. Çак кун шкулта çын йышлă пулчĕ. Коридорта Вăрмарти 5 в, Пысăк Енккассинчи 9-мĕш кадет класĕсенче вĕренекенсем караула тăнă. Палăртнă вăхăт çитсен вĕсемпе юнашарах çума çумăн Афган вăрçине хутшăннă ветерансем тăчĕç.
Ертсе пыракансем Геннадий Николаевич кун-çулĕпе паллаштарчĕç. 11-мĕш класра вĕренекен С.Желтухин хăйĕн сăмахĕнче ентеш паттăрлăхĕпе мухтанни, çар ретне тăма хатĕрленекенсем ун пекех Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе çÿллĕ шайра пурнăçласа пырасса шантарчĕ. Шкул директорĕн Н.Михайловăн сăмахĕ пурне те пырса тиврĕ. Николай Васильевич Афган авăрне кĕнĕ. 1985 çулта 27 çулхи офицер киле таврăннă чухне аэродромра пĕр генералпа калаçнине аса илчĕ «Чăваш салтакĕсем пирки мĕн калама пултаратăр/», - тесе ыйтрăм. Хурав кĕске те уçăмлă пулчĕ: «Чăвашсем Çар уставне пăснă, присягăна пурнăçламан пĕр тĕслĕх те пулман». Çакă маншăн пуринчен те хаклăрах сăмахсем пулчĕç.
Ун хыççăн Г.Александров сăн ÿкерчĕкĕпе мемориал хăми умĕнчи хĕрлĕ хăйăва Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Ляшенко, Афганистан вăрçине хутшăннă ветерансен Канашĕн председателĕ О.Ильин касрĕç. Ун хыççăн вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.
Каярах мероприяти шкулти акт залне куçрĕ. Кунта пухăннисем вăрçăпа çыхăннă документлă фильмсем пăхма пултарчĕç, асăну концерчĕ иртрĕ, тирта вара шкул ачисем хушшинче пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту пулчĕ. Ăна Раççей ДОСААФĕн Вăрмарти автошкулĕпе Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул пĕрле ирттерчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА, В.ТОЛМАТОВ.