АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă сĕтшĕн тивĕçлипе тÿлемелле

14 февраля 2015 г.

«Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркелекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп», тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Вăл каланине пурнăçлас тĕллевпе тата районта ку енĕпе йĕркелĕх хуçалантăр тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пирĕн район территорийĕнче пурăнакансенчен сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР Патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров хутшăннă. Паянхи куна район территорийĕнчи уйрăм кил хуçалăхĕсенчен сĕт килсе пуçтаракансем - улттăн тата районти райпо системи çак ĕçсене пурнăçласа пырать. Сĕте паянхи кун пĕр литрне 18 тенкĕпе туянаççĕ. «Пахалăхлă сĕт туса илекенсене тивĕçлипе тÿлемелле», - тенĕ тĕл пулура Константин Владимирович.

«Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР Патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров сĕт пуçтарас ыйту пирки Чăваш Ен Патшалăх служби йĕркелесе хатĕрленĕ рекомендаципе паллаштарнă, ăна тивĕçлипе пурнăçласа пымалли пирки палăртса хăварнă. Çавăн пекех вăл район центрĕнчи пасарта уйрăм çынсен хуçалăхĕнчен илсе килекен сĕте тĕрĕслеме «Лактан» прибор пурри тата ăна пасарти лабораторине вырнаçтарнине палăртнă. Ветеринари службин ĕçченĕсем ял тăрăхĕсене çитсе сĕтĕн пахалăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăни çинчен те каланă. Сĕт туса илекенсемпе ăна туянакансен хушшинче пĕр чĕлхе тупса ĕçлемеллине палăртнă тĕл пулура.

.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика