10 февраля 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн ĕç пÿлĕмĕнче Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Пенси пайĕн управляющийĕ Р.Кондратьевăпа тата унăн заместителĕпе И.Конновăпа ĕçлĕ тĕл пулу пулнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсемпе пай начальникĕсем, районти пенси управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков хутшăннă.
Тĕл пулура калаçу ытларах пенси ыйтăвĕ тата ĕç паракансем çынсене ĕç укçи тÿлесси тавра пулчĕ. Малтанах Р.Кондратьева Раççей пенси тытăмĕнче кăçал чылай улшăнусем пулса иртни, вĕсем обязательнăй пенси страхованине хутшăнакансене пурне те - паянхи тата пулас пенсионерсене, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсемпе предпринимательсене - пырса тивни пирки чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх нумай çуллăха палăртнă пенси реформи темиçе ăру çыннисене те пырса тивет. Çавăнпа та пурне те шухăшласа, тĕплĕн пурнăçламалла. 2015 çулта Пенси фондне çĕнĕлĕхсем кĕчĕç. Çулталăк хушшинче 10 балл таран ĕçлесе илме пулать (ку страховой пенси илме йышăннă, пенсин пухăнса пыракан пайне илме килĕшменнисене пырса тивет). Çавăн пекех страховой тата пухăнса пыракан пенси илекенсем 6,25 балл илме пултараççĕ. 2015 çулта вĕсем 7,39 пулаççĕ. Ватлăхпа страховой пенси илес тесессĕн çыннăн пĕтĕм ĕç вăхăтĕнче 30 балран кая мар пухмалла (2015 çулта 6,6 балл). Çакна кашни çулах ÿстерсе пырĕç. Палăртнă цифрăсем çумне фиксациленĕ тÿлевсем хушăнаççĕ - çакă патшалăх страховой пенси çумне çирĕплетнĕ хаксем. Пĕтĕмпе çакă страховой пенсин пулас виçине палăртать. Ватлăхри ĕç пенсине тухма кирлĕ чи пĕчĕк ĕç виçи те улшăннă: хальхи 5 çулран 15-е çитет. Пенси балĕсем евĕрех ку енĕпе те куçăм вăхăчĕ палăртнă: кăçал чи пĕчĕк стаж 6 çулпа танлашать, 10 çулта 1-ер процент хушăнса15-е çитет. Çавăн пекех çын призывпа çар службинче пулнăшăн, пĕчĕк ачана пăхмашкăн илнĕ отпускра ларнăшăн, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватăна пăхса усранăшăн тата ыттишĕн те бал шутласа параççĕ. Кăçалтан пуçласа 1 балл хакĕ - 71,41 тенкĕ. Хальхи вăхăтра вăтам пенси 11600 тенкĕпе танлашнă. Правительство ÿсĕм коэффициентне инфляци шайĕн 11,4 процентне çирĕплетнĕ, çапла вара февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен асăннă кăтарту 1200-1300 тенкĕлĕх хăпарнă.
«2015 çулхи январĕн 1- мĕшĕччен палăртнă ĕç пенсине çĕнĕ майпа шутласа параççĕ, çак пенси калăпăшне пĕрре те чакармасть. Çавăнпа та ĕç çыннисене шалу тÿлекен страховательсен страховани взносĕсене вăхăтра тата пĕтĕмĕшле куçармалла. Çакна туллин пурнăçлакан районти предприятисемпе организацисене, учрежденисене палăртсан: «Урмарская» КСО» АХО, «Чăвашхлебопродукт» АХОн районти тырă йышăнакан пункт, Вăрмар райповĕ, предпринимательсенчен В.Енькова, Р.Хованская ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пенси фондне страховани укçине йĕркеллĕ тÿлеменнисем те пур, вĕсен руководителĕсемпе калаçнă, парăмсене 2014 çул вĕçлениччен тÿлесе татмаллине асăрхаттарнă пулин те хăшĕсем хускалмарĕç те. Вĕсем пирки çирĕп мерăсем йышăнмах тивет.
Страхлакан укçа кашни çыннăн пенси калăпăшне, стажĕ çинче е ĕçлекен пенсионерсене çĕнĕрен шутласа пама тивĕçлĕ тÿпе хывнине манас марччĕ. Пухăннă укçа халĕ тивĕçлĕ канурисене пенси тÿленĕ çĕре каять. Çавăнпа та кам хăй тĕллĕн çынна тара тытса ĕçлеттерет е мĕнле те пулин предприятине е организацине, учрежденине ертсе пырать, вĕсен пурин те страхлакан укçан Пенси фондне туллин куçарса памалла. Эпир ку енĕпе малалла та ĕçлетпĕр», - терĕ М.Пуклаков.
«Пулас пенсишĕн çамрăкранах тăрăшмалла, мĕн чухлĕ ĕçлесе илетĕн, пенсине те çавăнтанах шутласа параççĕ. Çавăнпа та район территорийĕнче çынсене ĕçлеттерекенсен ĕç-хĕлĕпе интересленсех тăратпăр, кирлĕ пулсан асăрхаттарса хăваратпăр, ăнлантару калаçăвĕсене те пĕрре кăна мар ирттернĕ. Çавăн пекех ялта пурăнакан çамрăксене «Çемье ферми» программăна хутшăнма тата хресчен ?фермер% ĕçне явăçтарма тăрăшса тĕл пулусем ирттеретпĕр. Ку ĕçсене хăш-пĕр çамрăксем пуçăнчĕç те ĕнтĕ. Мĕн авалтанах çамрăксем ватăсене пулăшса пынă. Пирĕн те халĕ çак йăлана тытмалла. Тивĕçлĕ канурисене пенси укçипе тивĕçтерме хутшăнмалла. Çавăнпа та пурне те «сăрă» укçапа мар, саккунпа палăртнă пек ĕç укçи тÿлемелле», - терĕ Константин Владимирович калаçăва пĕтĕмлетсе.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.