31 января 2015 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен калакан Хушăва алă пуснă.
Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренÿре, шкулăн активлă пурнăçĕнче пултаруллă та хастар, пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыракан вĕренекенсем сахал мар. Д.Алексеев (10 б), К.Ефремов (11 в), С.Желтухин (11 в), Я.Казакова (10 б), Ю.Осипова (9 в), Е.Орлов (9 г) вĕренекенсем ыттисенчен татах та тăрăшуллăрах пулнине пурте пĕлеççĕ. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕн уйăхсерен паракан 1830 тенкĕпе танлашакан стипендие вĕренÿри хастарлăхшăн, творчествăлла ăнтăлушăн тивĕçрĕç. Ку вĕсене малашнехи вĕренÿре татах та вăйлăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. Паян та акă вĕсен пĕр вăхăт та çук, кашни кун тенĕ пекех районта, республикăра иртекен олимпиадăсене хаваспах хутшăнаççĕ. Сăмахран, С.Желтухин иртнĕ кунсенче республика шайĕнче биологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра призер пулса тăнă.
Ÿкерчĕк çинче: Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем: С.Желтухин, К.Ефремов, Я.Казакова, Ю.Осипова, Е.Орлов, Д.Алексеев.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.