16 февраля 2013 г.
Çын кăна мар, выльăх та час-часах чирлет, уйрăм фирмăсем тĕрлĕ препаратсем сĕнеççĕ, анчах асăрхануллă пулни яланах вырăнлă, пурте вĕсем выльăх сывлăхĕшĕн усăллах мар.
«Антимаст ПСН-форте», «Антимаст ЛН-форте», «Антимаст ОСЗН-форте» «Мастисан - А», Мастисан - Е» ятлă препаратсене ас туса юлма сĕнеççĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Асăннă эмелсене регистрацилеменни çинчен пĕлтереççĕ управленире. Çапах та вĕсене Раççей территорийĕнче сутлăха кăларнă-мĕн. Çак препаратсене «БиАгро» суту-илÿ çурчĕ тулли мар яваплă общество (Владимир хули) кăларать.
Ĕне выльăх тытакансем тимлĕрех пулăр. Управлени ĕçченĕ О.Викторова каланă тăрăх, вĕсене Чăваш Республикинче те сутаççĕ. Ятарлă тĕрĕслевсем ирттермесĕр сутнă эмелсен усси пуласси питĕ иккĕленÿлли каламасăрах паллă. Юрать-ха сиен кÿмесен.
Аптекăра е лавккара çак препаратсене курсан управление шăнкăравласан аван.