АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмлĕпе ырă, аллисем ăста

16 февраля 2013 г.

«Çĕр çинче пин тĕрлĕ професси, маншăн вара чун туртни пĕрре кăна пулчĕ. Эпĕ повар ĕçне суйласа илтĕм. Тутлă та, техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерсе çынсене савăк кăмăл парнелес килет», - тет Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта повар пулса ĕçлекен Екатерина Львовна Исаева.

Вăл 1963 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти поварсем вĕрентсе кăларакан училищĕре пĕлÿ пухнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илсен çак хулари çыхăну техникумĕнче повар пулса ĕçлеме тытăнать. Пур кăмăлпа тăрăшса вăй хурать вăл çак ĕçре. Çамрăк ăрăва техĕмлĕ те тутлă апат-çимĕç пĕçерсе парать. Вĕсем те хăйсене килти пекех туйччăр тесе тăрăшать пултаруллă хĕр-пике. 1984 çулта пĕр ялти Юрий Леонидович Исаевпа çемье чăмăртаççĕ. Вăл вара хăйĕн пурнăçне чукун çул ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çамрăк мăшăр пĕр вăхăт Горький (халĕ Чулхула) хулине пурăнма куçса каять. Екатерина Львовна асăннă хулари чукун çулăн техника шкулĕнче повар пулса ĕçлет. Мăшăрĕ электровоз машинисчĕ пулса вăй хума тытăнать. Вăл йывăр грузсем турттаракан электровоз çинче машинистра вăй хурать.

Аякри тăрăхра епле лайăх пулсан та, тăван ен вĕсене хăй патнех туртать. 1988 çулта Исаевсен çемйи Энĕшпуç ялне таврăнать. Екатерина Львовна тăван шкулта хăйĕн юратнă повар ĕçĕпех вăй хума тытăнать. Юрий Леонидович вара Канашри чукун çул станцинче пассажирсем турттаракан электровоз çинче машинист пулса ĕçлет. Халĕ тепловоз çинче машинистра вăй хурать.

Туслă та пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан Исаевсем икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Вĕсен хăйсен çемйисем те чăмăртанаççĕ. Чун йăпанăçĕ Юрик мăнук çитĕнет. Ывăлĕ Александр та ашшĕ çулнех суйласа илнĕ. Вăл та хăйĕн пурнăçне чукун çул ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ачисем çемйисемпе канмалли кунсенче тăван ашшĕ-амăшĕ патне килсех тăраççĕ. Екатерина Львовна вара вĕсене яланах тутлă апат çимĕçпе сăйлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика