28 января 2015 г.

Çул çинчи хăрушсăрлăх - çынсен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварассин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Çавăнпа та вĕсене çул-йĕр правилисене маларахах вĕрентме тытăнмалла.
Çул çинче ачасем ан сусăрланччăр тесе урамсемпе хуласен çулĕсем çинче хăйсене еплерех тытмалли пирки ăнлантарас тĕллевпе вĕрентÿ учрежденисенче тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
2014-2020 çулсенче «Вăрмар районĕнчи çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ÿстересси» программăна пурнăçлас тĕллевпе ачасене çул-йĕр çинче хăйсене тытма вĕрентес тесе утса çÿремелли 2 мобильлĕ хула туяннă. Вĕсенчен пĕрне Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула парнеленĕ. Шкул директорĕ С.Антонов тата педколлектив ачасене çул çинчи культурăна вĕрентес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасене вĕрентни чăнах та сая каймасть, вĕсем районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсем йышăнаççĕ. «Çул-йĕр çинчи çамрăк инспектор» ?ЮИД% кабинетне уçасси те шкул ертÿлĕхĕн планне кĕрет. Кивĕ Вăрмар шкулне çуран çÿремелли мобильлĕ хулана парнелеме район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов килнĕ. Кунта вĕренекенсене çирĕп сывлăх тата малашнехи пурнăçра çитĕнÿсем тума суннă. Çакăн пек вĕренмелли мобильлĕ хулана Вăрмар поселокĕнчи 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача садне те парнелеме палăртнă. Ачасем пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене хăнăхчăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.