АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташа, ĕçтеше асăнса

16 февраля 2013 г.

Февралĕн 19-мĕшĕнче Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Вячеслав Алексеевич Мадянов пурăннă пулсан 85 çул тултармаллаччĕ, анчах шутланă пек килсе тухмасть пурнăçра. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чакки ялĕнче 1928 çулта çуралнăскер, Вăрмар район аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Ĕç биографине Куйбышев (халĕ Самара) облаçĕнче пуçланă. Ун хыççăн икĕ çул хушши Совет Çарĕнче пулнă. 1952 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчен вăл хăйĕн пурнăçне Вăрмар районĕпе çыхăнтарнă, МТСра агроном пулса ĕçлеме тытăннă. Унпа тĕл пулнăшăн чун-чĕререн савăнатăп. Эпĕ ВЛКСМăн Вăрмар райкомĕн секретарĕ пулса ĕçлеттĕм, вăл МТСри комсомол организацине те ертсе пыратчĕ. Çавăнпа та эпир тачă çыхăнура ĕçлеттĕмĕр. Калама çеç-и - МТСра 100 яхăн комсомолец вăй хуратчĕ, Вячеслав Алексеевич хăйĕн тĕп ĕçне пурнăçласа пынисĕр пуçне те вĕсемпе курăмлă ĕçсем ирттеретчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче уйрăмах ял хуçалăхне тăратма шанăç çамрăксем çинче пулнă. Вячеслав Алексеевич çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ку енĕпе ăна М.Арзамасов тата А.Северов ертÿçĕсем те нумай енлĕн пулăшса пынă.

Тĕрлĕ яваплă должноçсенче ĕçленĕ В.Мадянов. Хăй аллипе çырнă автобиографинчен: «1958 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1959 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен Вăрмарти райхуçалăхĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕм», 1961 çулхи майăн 8-мĕшĕнчен - районти ял хуçалăх инспекцийĕн тĕп агрономне «Россия» колхоз ĕçченĕсем хуçалăх председателĕ пулма суйларĕç. Çак вăхăтра Вячеслав Алексеевич ял тăрăхĕшĕн нумай пысăк ĕç туса ирттерчĕ. 1965 çулта ăна Вăрмарти район Совечĕн депутачĕсен Пухăвĕн сессийĕнче районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулма уйăрса лартрĕç. Çак должноçра вăл 1975 çулччен ĕçлерĕ, чире пула ĕçе пăрахма тиврĕ пулсан та 1975-1977 çулсенче «Путь Ильича» колхозра агроном-мелиоратор пулса ĕçлерĕ, ун хыççăн Вăрмарти «Сельхозтехника» предприятире управляющийĕн çумĕ пулса вăй хучĕ. 1989 çулта вăхăт çитнĕ май пенсие тухиччен «Сельхозхими» предприятие ертсе пычĕ. Пĕтĕм Хисеп хучĕсемпе орден-медалĕсене асăнса пĕтерме те çук пулĕ. Çавăнпа та çемье пурнăçĕ çине куçма та вăхăт. Вĕсем мăшăрĕпе, Зинаида Александровнăпа, виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Вĕсем пурте медицина енĕпе кайнă. Ираида, Людмила хăйсен ĕçне пĕлсе тĕплĕн пурнăçлакан врачсем. Игорь Вячеславович вара наука докторĕ, профессор. Вячеслав Алексеевич район аталанăвне пысăк тÿпе хывнисĕр пуçне мăшăрĕпе пĕрле çĕршыв аталанăвĕшĕн юрăхлă ачасене те çитĕнтернĕ. Тав сăмахĕ вĕсене уншăн. Вĕсемех унăн пĕлтерĕшлĕ ĕçне малаллах тăсса пырĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика