17 января 2015 г.

Пирĕн район ял хуçалăх енĕпе ытларах ĕçлесе пурăнать. Çавăнпа та пулĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин специалистсемпе пĕрле тăтăшах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса унта вăй хуракансемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май лайăххине ырăпа палăртса, çитменлĕхсене куçран каласа çывăх вăхăтрах пĕтермеллине асăрхаттарса хăвараççĕ.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха ĕçлĕ ушкăн «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче пулнă. Ку хуçалăх районти чи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество панкрута тухсан 2011 çулта Арапуç ял тăрăхĕн усăсăр выртакан çĕрне тата Чупай, Чулкас Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенчи çум курăкпа кашласа ларакан çĕрĕсене арендăна илсе тĕш тырă акса туса илме тытăннă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çĕр лаптăкĕсене ÿстерсех пынă. Çапла вара 2014 çулта В.Иванов ертсе пыракан хуçалăх ял хуçалăх культурисене 4089 гектар çинче туса илме пултарнă. Хăй мĕн ĕçленипе килĕшсе, лăпланса ларман ĕçчен. Хăйне тепĕр енчен тĕрĕслесе пăхма шутланă. «2012-2014 çулсенче хресчен ?фермер% хуçалăхĕ çумĕнче çемье фермине аталантарса ярасси» енĕпе ятарлă программăна хутшăнса 5 млн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа çумне хăй ĕçлесе пухнă укçине хушса «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн юхăнса кайма пуçланă фермине тĕпрен юсаса мăйракаллă шултра выльăх, вĕсене апат валеçмелли техника, МТЗ трактор тата ытти ĕçре кирлĕ вак-тĕвек туянса ĕçлеме тытăннă харсăр хресчен ?фермер% хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов. Хальхи вăхăтра унта - 250 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсен шутĕнчен 108 пуç сăвакан ĕне. Вĕсене хĕл каçарма апачĕ çителĕклĕ, рационĕ пуян, пĕр ĕне пуçне 10,5 литр сĕт суса илеççĕ. Кăтартусем пысăках маррине хальхи вăхăтра ĕнесем пăрулас умĕнхи тапхăртипе ăнлантарса пама пулать. Январь-февраль уйăхĕсенче ĕнесем пăруласан сĕт сăвăмĕ татах та ÿсĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсе пырас тĕллевпе тĕрлĕрен майсем шыраççĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕçлентереççĕ. Пăруланă пăрушĕсене сутмаççĕ, хăйсем патĕнчех çитĕнтерсе сăвакан ĕне тума хатĕрлеççĕ. Ĕне выльăха тата ăратлă ĕнесем пăруланă çамрăк пăрушĕсене биркăласа номерленĕ, кашни валли уйрăм паспорт туса хатĕрленĕ. Вĕсем еплерех çитĕннине çырса палăртса пыраççĕ. Графикпе килĕшÿллĕн вĕсене вакцинацилеççĕ тата ытти ĕçсене те вăхăтра туса пыраççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлаканĕсем вара нумаййăн та мар -15 çын. Сахал йышпах пысăк ĕçе пуçăннă ĕçрен хăраман фермер. Çапла çав вăл, тăрăшса ĕçлесен кăна çитĕнÿсем пулаççĕ. Ивановсен те çаплах ĕнтĕ.
Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов тата кунти тĕп специалист-эксперт-зоотехник О.Васильев «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Ку хуçалăх та районти лайăх аталанса пыраканнисен шутĕнче. Вĕсем ĕçĕпе палăрса тĕрлĕрен пысăк наградăсене те çулран-çул илсех тăраççĕ. Ку хуçалăх çитĕнтерекен кайăк-кĕшĕке туянас тĕллевпе кашни çуркуннех кунта çынсем кĕшĕлтетеççĕ, юнашар республикăсенчен кăна мар чылай аякри облаçсенчи хуçалăхсенчен те ăратлă çăмартасем, кайăк-кĕшĕк чĕпписем туянаççĕ. Паянхи куна кунта 123 çын ĕçлет, çуллахи вăхăтсенче вĕсен йышĕ татах та ÿсет. «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», - тенĕ пек кашни кĕркуннех, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕнче кунта вăй хуракансене тĕрлĕрен грамотăсемпе парнесем парса хавхалантараççĕ. 2014 çулта хуçалăхра 1700 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерсе тĕшĕлесе илнĕ, выльăх-чĕрлĕх апачлĕх культурăсене 400 гектар ытла çĕр çинчен пухса кĕртнĕ. 2015 çул валли кĕрхи культурăсене 711 гектар çинче акса хăварнă, çав шутра кĕрхи тулă - 569, кĕрхи ыраша - 142 гектар. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене те пĕлтĕрхинчен кая мар, 1000 гектар ытла лаптăк çинче акма планлаççĕ. Вăрлăхлăх культурăсене кирлĕ чухлĕ тасатса кондицие çитернĕ.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра 67882 пуç кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 102,6 процент. Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 456 тонна аш-какай, 2290 пин штук çăмарта туса илнĕ, кашни чăхран 169 çăмарта илнĕ. Кайăк-кĕшĕк валли çителĕклĕ таран тырри-пулли, витаминлă курăк çăнăхĕ тата ытти те пур. Вĕсен хуçалăхĕнче ятарласа апат хатĕрлемелли цех пур. Чăх-чĕп валли тата хурне, кăрккине рационпа еплерех апата кирлĕ çавăн пек хатĕрлесе тăрантараççĕ. Вĕсене апатлантарассине пĕтĕмпех механизациленĕ. Цехсенче таса та çутă, ăшă, кĕскен каласан ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ.
«Малашлăхшăн ăнтăлса ĕçлекен нихăçан та ураран ÿкмест, çитĕнÿшĕн тăрăшать. Икĕ хуçалăхĕнче вăй хуракансем те çавăн пек тăрăшуллă çынсем. Апла пулсан вĕсенех чăннипех те шанма пулать»,- тет райадминистрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тулли кăмăллă пулса.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.