АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав елкинче савăнчĕç

14 января 2015 г.

Раштав елкинче савăнчĕç

Çĕнĕ çул пуçлансанах каллех тепĕр Çĕнĕ çула кĕтме пуçлатпăр. Кашни çулах мĕн те пулин лайăххи, асра юлмалли хăварас тесе тăрăшатпăр. Çакна района ертсе пыракансем çирĕп тытса пыраççĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе савăнăçлă саманта яланах ачасенчен пуçлаççĕ. Акă, кăçал та январĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн раштав елки иртрĕ.

Ирхине ирех ачасем елкăна васкарĕç. Культура çурчĕ ачасен хаваслă сассисемпе тата вĕсемпе пĕрле килнĕ вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕсен, кукашшĕ кукамăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен кăмăллă калаçăвĕсемпе тулчĕ. Уява вĕренÿпе обществăлла ĕçре хастар, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тăлăх тата ăнăçсăр çемьесенчи ачасем хутшăннă.

Раштав елки ячĕпе уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунчĕ. Çавăн пекех уява Вăрмар хула пуçлăхĕ С.Харитонов тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç.

Уяв юрă-ташăпа малалла тăсăлчĕ, ачасем хăйсен художествăлла пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Унтан «Çулталăк символĕ» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Малалла уява Хĕл Мучипе Юр пике тата юмахри ытти сăнарсем илем кÿчĕç. Вĕсем ачасене тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç, сăвăсем калаттарчĕç, юрăсем юрлаттарчĕç. Ачасем те юмахри тĕрлĕрен сăнарсен тумĕсене тăхăнса килнĕ, хăйсене чăннипех те юмахри пекех туйрĕç пулмалла. Хаваслăскерсем чăрăш йĕри-тавра тĕрлĕрен юрăсем юрласа çаврăнчĕç. Ачасен савăнăçне кура ашшĕ-амăшĕсем те хĕпĕртÿллĕ пулчĕç, уяв ирттерекенсене тав турĕç. Кашни ача район администрацийĕн пуçлăхĕнчен парне илчĕ. Чи лайăх костюмсем тăхăнса килнисем те Юр пикепе Хĕл Мучирен пылак кучченеçсем илчĕç. Ятарлă призсемпе «Единая Россия» политика партин районти уйрăмĕ тивĕçтернĕ. Савăнмалли, курмалли ачасемшĕн сахал мар пулчĕ кунта.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика