01 января 2015 г.
Сисмесĕрех çултан-çул хыçа юлса пырать. Акă, умра Çĕнĕ - 2015 çул. Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çĕнĕ çул иртнĕ çулхи манăçми самантсене тепĕр хут аса илетпĕр, вулакансене паллаштаратпăр. Кашни çул çĕнĕлĕхпе палăрса тăрать Мĕнпе асра юлчĕ-ха иртнĕ 2014 çул?
Чи малтанах районти ачасем валли Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ кĕске вăхăтра хута кайнине каласа хăварас килет, мĕншĕн тесен вăл район çыннисемшĕн питĕ пысăк савăнăç, парне пулчĕ. Ăна чаплă лару-тăрура уçма Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев та килнĕ.
Малалла йĕркипе каяр-ха: Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ объектсем... уçăлса районти çынсем валли ĕç вырăнĕсем тупăнсах тăчĕç. Чупайĕнчи Алевтинăпа Николай Андреевсем йывăçа çурса тирпейлекен цех уçнă. «ДОКРос», «Вăрмарти механика завочĕ», «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществисем, «Светлана» çĕвĕ предприятийĕ ку енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ.
Республика тулашĕнчи ентешсем пур енĕпе те хастар. Мурманскри «Чăваш Ен» культура обществин канашĕн председателĕ Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ экономика ăслăлăхĕн кандидачĕ В.Гаврилов ертсе пынипе унта пурăнакан чăвашсем мини-футбол команди йĕркелесе тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ, чăннипех те палăрмалла ĕçсем туса ирттереççĕ.
А.Белова - Василий Алендей премийĕн лауреачĕ.
ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн стипендине пирĕн районта иртнĕ çул Н.Афиногенов, Т.Ларионова, Д.Никитин, В.Степанова, Ю.Михеева, О.Чернов (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул), Е.Иванова (Пысăк Енккассинчи вăтам шкул) вĕренекенсем, Д.Николаев («Иванов Н.А» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тракторист илсе тăнă.
Ц Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен И.Голубевпа (спорт мастерĕн кандидачĕ), О.Иванова шывра ишес ăсталăха ÿстерсех пынă.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев иртнĕ çулхи январĕн 21-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пирĕн района килсе района ертсе пыракансемпе пĕрле «Аванпром» тулли мар яваплă обществăра, РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленинче, районти тавра пĕлÿ музейĕнче пулнă.
2014 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Энĕшпуç шкулĕ уçăлни 130 çул çитнине паллă тунă.
«Вăрмар» команда мини-футболла выляс енĕпе Шупашкартан Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Дипломĕпе, грамота-медальсемпе таврăннă.
2014 çулта Чăваш Енре спорт ориентировки аталанма пуçланăранпа 45 çул çитнĕ. Унта ăсталăхне туптакан, пирĕн район хĕр ачи - А.Хованская Раççей чемпионки пулса тăнă.
Вутпа çулăм витĕр тухнă пирĕн ентеш, Энĕшпуç çынни В.Нягин 60 çул тултарнине паллă тунă.
Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ, Афганистанра 1983 çулхи майăн 1-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентеше, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Ю.Иванова асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ.
«С.Г.Грачев» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ С.Грачев «2012-2014 çулсенче çамрăк фермерсене - патшалăх пулăшăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Афган вăрçине хутшăннă пирĕн район çыннине В.Морозова «Паттăрлăхшăн» медаль 30 çултан шыраса тупнă.
Шупашкарта иртнĕ «Çĕрулми-2014» курава пирĕн районти ял хуçалăх продукчĕсем туса илекен П.Крылов, В.Крылов, А.Ульянов, В.Кандаков, Г.Ямуков, И.Иванов, В.Ванюков, А.Игнатьев, С.Дмитриев, Г.Владимиров, В.Мучуков, В.Яковлев, С.Калягин, Н.Сидоров тата ыттисем те хутшăннă.
Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕсем пирĕн район çыннисемпе тĕл пулнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин иртнĕ çул тăтăшах хуçалăхсене тухса çÿресе ĕççыннисемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех шкулсенче пулса ачасемпе вĕсен пуласлăхĕ пирки калаçнă. Ватăсене те тимлĕхсĕр хăварман, Арапуçĕнчи ваттисен çуртне пĕрре кăна мар çитсе курнă.
Спорта юратакансем «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсемшĕн тупăшрĕç.
Районта кашни уйăхрах пĕрлехи информаци кунĕсем иртсе халăхпа тĕл пулса калаçнă. Çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем кашни уйăрах пухăнса район ĕç-хĕлне сÿтсе явнă.
«2014 çулхи учитель» ята пĕлтĕр Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти музыка учителĕ, халĕ ачасен районти искусство шкулĕн директорĕ Т.Гаврилова тивĕçнĕ.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ Программăн 2011-2015 çулсенче «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программăпа килĕшÿллĕн районта пурăнакансем çурт-йĕр хăпартма е туянма каялла тавăрса памалла мар субсидисем илнĕ.
Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче вăрçă пуçланиччен пурăннă, 1941 çулта хыпарсăр çухалнă Иван Филиппович Филиппов салтака 43 çул иртсен хурлăхлă митинг ирттерсе тăван çĕр çинче чысласа пытарнă.
Аслă Çĕнтерĕве 69 çул çитнĕ ятпа Вăрмар тăрăхне Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен обществăлла организацийĕн ертÿçи И.Николаев полковник, çар училищин курсанчĕсем килсе чыс тунă.
«Степ» ушкăн 5 çул тултарнă.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Силеровсен çемйи РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ.
«Зоренька» 3-мĕш номерлĕ ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитрĕ.
Мускав тата Раççей Патриархĕ Кирилл пилленипе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Пăртас чиркĕвĕн Иоанн Степанов протоиерее палица парса чысланă.
2013 çулта поселокри Крупская урамĕнчи 44-мĕш номерлĕ çурта хута янăччĕ, 2014 çулта Крупская урамĕнчи 42-мĕш çурта эксплуатацине кĕртнĕ. Вĕсенче тăлăх ачасемпе авариллĕ çурт-йĕртен куçарнисем пурăнма тытăннă. Ку ĕç малалла пырать.
«Регионсем хушшинчи чикĕсĕр хутшăну» ХХI куравне тата Каçал тăрăхĕнче иртнĕ «Уй кунĕ 2014» ял хуçалăх техникин куравне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан пирĕн районти делегаци те хутшăннă.
Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй -2014» Мускавра иртнĕ наци уявне пирĕн районти Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Еник» фольклор ансамблĕ хутшăннă.
50 çул пĕрле пурăннă районти çемьесене райадминистрацин ЗАГС пайĕнче чысланă.
Çĕр улмин кунĕн уявĕ Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи «О.А.Иванова» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче иртнĕ.
«Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ» Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă.
Чăваш Республикинчи патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен ХIII-мĕш физкультурăпа спорт спартакиадинче Вăрмарсем призерсен йышĕнче пулнă.
Табынски Турамăш Турăшĕ - пирĕн районта пулнă.
Пинерте шкул патне хывнă асфальтлă çула уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Васильев, А.Никаноров тата района ертсе пыракансемпе ял çыннисем хутшăннă.
Пулас амăшĕсен фестивалĕ райадминистрацин мăшăрлантару керменĕнче иртнĕ.
Çĕнĕ Мăнтăрта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.
«Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ Шупашкарта иртнĕ, унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă.
Шупашкарта «Энергия» стадионта иртнĕ Пресса фестивальне республикăри массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕрле пирĕн районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн команди хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин пирĕн районта пулнă.
Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ-2014» чупу районти стадионта иртнĕ.
«Çирĕп çемье - вăйлă Раççей» çемье форумĕ райадминистрацин ЗАГС пайĕпе библиотека системи йĕркеленипе иртнĕ.
Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕ ĕçлеме пуçланăранпа 200 çул тултарнă. Вăтакас ялĕнче Турă çÿле хăпарни ?Вознесени% ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен уçăлнă.
Мускаври «Агросалон выставкине пирĕн районти ял хуçалăх предприятисен руководителĕсем хутшăннă.
Чăваш халăх писателĕ, пирĕн ентеш Василий Алендей пурăннă пулсан 95 çул тултаратчĕ. Районти тавра пĕлÿ музейĕнче унăн директорĕ В.Цыфаркин ертсе пынипе хамăр ентеше халалласа чыслав ирттернĕ.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче районти ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ иртнĕ.
Района ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Кузьмин ĕçлĕ çул-çÿревпе килсе кайнă.
Президент полкне районти каччăсем - А.Николаев, П.Беззубов тивĕçнĕ.
Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнче «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществи подрядлă организаци çĕнĕ çурт хăпартаççĕ.
Пысăк Енккасси шкулĕ уçăлнăранпа 125 çул тултарчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"