20 декабря 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Арапуçĕнчи информаципе культура центрĕнче «Степ» хореографи ушкăнĕн концерчĕ иртнĕ. Ăна пилĕк çул хушши Римма Николаевна Михайлова ертсе пырать.
Тĕрлĕ тĕслĕ костюм тăхăннă ачасене курсан хăвăн та сцена çине тухса ташлас килсе каять. Вĕсен концерчĕсем яланах чăн-чăн уяв пек иртеççĕ, ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Мероприятие аслă ушкăнри хĕрсем «Русская плясовая» ташшипе уçрĕç. Тем тĕрлĕ ташă та пулнă çав каç. Концерт программинче С.Михатайкина, В.Александрова юрăсем шăрантарчĕç, çавăн пекех «Девчата» хĕрарăмсен вокал ансамблĕ «Искусство шевлисем» юррипе кăмăла çĕклерĕ. Концерт сцена çине пĕтĕм ушкăнри ачасем тухса чаплă номер лартнипе вĕçленчĕ. Темиçе çул хушши ĕçлекен «Степ» хореографи ушкăнне аталанма И.Грачева уйрăм предприниматель пулăшса пырать. Вăл пулăшнипех ĕнтĕ костюмсем çĕлесе параççĕ. Ăнăçу сире, «Стэп» ушкăн. Паян мар пулсассăн та хăçан та пулин сирĕн хавхаланулăхпа эпир те тухса ташлăпăр. Çамрăксен ташшине пăхсассăн ташлас кăмăл çĕкленсех пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.ГРАЧЕВ.