13 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе «Знание» Общество темиçе этаплă «Атăл тăрăхĕнчи çулсерен иртекен пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхин фестивальне» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçлама гранд уйăрса панă.
Куçăмсăр майпа иртекен хайлавсен конкурс этапне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 500 ытла ĕç ярса панă.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Волгоград хулинче Атăл тăрăхĕнчи пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхин фестивалĕн иккĕмĕш этапĕ пуçланнă. 16 регионти шкул ачисем социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсемпе çур пин ытла эссе çырнă. Хальхинче финалистсен йышне Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти икĕ вĕренекен кĕнĕ. Пĕри - 5-мĕш «г» класра вĕренекен Д.Разин, тепри 6-мĕш «а» класра вĕренекен К.Тимофеева ?ертÿçисем - вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем В.Табакова тата А.Егорова%.
«511 эссе хушшинче 200 ытларахăшĕ Украинăри лару-тăру çинчен çырса кăтартнă. Вăрçă ачасемшĕн чăннипех те хаяр тăшман. Пурин авторĕсем те аслисене вăрçăна чарасси пирки йăлăнаççĕ. Теприсем наркомани, терроризм, алкоголизм, экологи проблемисем, вандализм, нацизм тата ытти нумай çивĕч темăсене те хускатнă хăйсен ĕçĕсенче», - пĕлтернĕ Волгоград хулинчи Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ лицей директорĕ Л.Тропкина.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче хула тăрăх экскурси йĕркеленĕ. Казах театрĕнче «Свадьба в Малиновке» пăхнă. Уйрăмах Мамай курганĕ асра юлнă. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче финалистсем «Сталинград çапăçăвĕ» музей-панорамине те çитсе курнă, унтан фестивалĕн тĕп мероприятийĕ иртнĕ - «Шăп тăма пултараймастăп» пĕтĕм Раççейри эссесен конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерсене чысланă. Д.Разинпа К.Тимофеева çак конкурсăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă, дипломсемпе пĕрле «Шăп тăма пултараймастăп» эссе пухăвĕсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Фестивале йĕркелекенсем ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрне В.Иванова, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина тата Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Н.Михайлова Атăл тăрăхĕнче иртнĕ пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхин фестивалĕнче ачасем ăнăçлă хутшăннăшăн тав сăмахĕсем каланă.
Кунтах Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ лицей тата «Манифест» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленипе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ конкурссемпе мероприятисене активлă хутшăннăшăн наградăланă пилĕк шкул шутне кĕнĕ.
Иккĕмĕш кун çурри Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ лицейра иртнĕ, кунта вĕсем шкул историйĕпе паллашнă. Фестивале хутшăнакансем Лихачевски диктантне çырнă. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче «1-мĕш номерлĕ пост», «Астăвăм» музейне, «Планетари» кайса курнă. Çапла майпа виçĕ кун сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Фестивале вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен регионти уйрăмĕ, Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ лицей, Волгоград облаçĕн вĕрентÿпе наука Министерстви, Волгоград хулин администрацийĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен департамент пулăшнипе «Манифест» ыр-кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн 18 регионти 62 конкурсанта октябрь уйăхĕнче Волгоград хулинче иртекен фестиваль мероприятийĕсене чĕннĕ. Вĕсем хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен 2 çĕнтерÿçĕ тата 8 призер пулнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.