03 декабря 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар поселокĕнче чаплă лару-тăрура 145 ача вырнаçмалăх «Родничок» çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Ăна уçма ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, унăн мăшăрĕ Л.Игнатьева килнĕ. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, «АККОНД» АУО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, ЧР вĕрентÿ министрĕ В.Иванов, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, заместителĕсем: А.Тихонов, Ю.Соколов, райадминистрацин пай начальникĕсем, районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.
Шкул çулне çитмен ачасем валли çĕнĕ ача сачĕ уçăлни районăн социаллă пурнăçĕпе экономикăллă аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать, районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатать, çамрăк ăрăва пахалăхлă пĕлÿпе воспитани парас ĕçе вăйлатать. Поселокра 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача сачĕ уçăлни ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Çакă ача садне вырнаçтарма темиçе çултанпа черетре тăракан ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвне пур енлĕн татса пачĕ. Уява Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ, çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. Çамрăк ăрăва çирĕп сывлăхлă, ăслă-тăнлă пулма сунчĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ача садне чаплă лару-тăрура уçма килнĕ май, çамрăк ăру хальхи йышши çĕнĕ садикре пахалăхлă пĕлÿ, воспитани илме пултарассине палăртрĕ. Çавăн пекех Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районне ертсе пыракансене, строительсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, районта пурăнакансене çемьере тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх, юрату сунчĕ. «Пирĕн хамăр ачасене ĕçе юратма вĕрентес пулать, вĕсем çĕршыва юрăхлă граждансем пулса тăччăр», - терĕ М.Игнатьев. Вăл Анне кунĕ ячĕпе мĕн пур амăшĕсене, асламăшĕсемпе кукамăшĕсене саламларĕ, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин строительство комплексĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин тĕп инженерне И.Законова, пĕрремĕш разрядлă водительне В.Николаева, тăваттăмĕш разрядлă штукатура С.Ивановăна Тав çырăвĕ тата ятран сехет парнелерĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов Вăрмар тăрăхĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă ятпа саламларĕ, телейлĕ ачалăх çулĕсене хаваслăн ирттерме, пур енлĕн аталанма кунта пĕтĕм условисем йĕркеленине палăртрĕ. Валерий Николаевич çамрăк ăрăва спортпа туслă пулса çитĕнме спорт оборудовани илмешкĕн ятарласа сертификат парнелерĕ.
Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев район аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ те паллă пулăмпа, ача сачĕ уçăлнă ятпа саламларĕ, «Родничок» ача сачĕн заведующине М.Иванченкона капмар ача сачĕн уççине парнелерĕ.
Ашшĕ-амăшĕсен, ачасен ячĕпе А.Клементьева республика, район ертÿçисене çакăн пек хитре те хăтлă ача сачĕ туса панăшăн тав турĕ.
Унтан чаплă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ытти яваплă çынсем, ача садне çÿрекенсем хĕрлĕ хăю касрĕç, шкул çулне çитменннисен çĕнĕ учрежденийĕ ĕçлеме тытăнни çинчен пĕлтерчĕç.
Республика Пуçлăхĕ, ытти яваплă çынсем ача сачĕпе тĕплĕн паллашрĕç, çамрăк ăрупа, воспитательсемпе курса калаçрĕç. Унтан ачасем савăнăçлă концерт лартрĕç.
Поселокри «Родничок» ача сачĕ хута каясса чылай ашшĕ-амăшĕ, ачисем кĕтнĕ. Ăна хальхи йышши стандартпа хăпартнă. Вăл ачасемшĕн хăйнеевĕрлĕ аталану центрĕ пулса тăчĕ. Кунта физкультурăпа музыка залĕсем, медицина блокĕ, ачасене çĕнĕ ача садне хăнăхма психологи тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿмелли ятарлă пÿлĕм, вăйă, çывăрмалли уйрăм пÿлĕмсем пур. Апат-çимĕç блокне те çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатнă. Асăннă объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 82 миллион тенкĕпе танлашать.
Строительство ĕçĕсем пирĕн районта кал-кал пулса пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартнă: Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, фельдшерпа акушер пункчĕсем, поселокра нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем. Хальхи вăхăтра поселокра çĕнĕ, нумай хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе ĕçлеççĕ ăста строительсем. Эппин, пирĕн район аталанса, тĕрекленсе пырать. Малашне те çаплах пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.