АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнни пурнăçа кĕрет

13 февраля 2013 г.

Çĕнĕ меслетсемпе усă курса «Физкультура» тата «Сывлăх» вĕрентÿ облаçĕсене пурнăçламалли майсем шыраса тупса тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Акă нумаях пулмасть «Зоренька» 3-мĕш номерлĕ ача-пăча садĕнче шкула каймалли ачасен ушкăнĕнче сывă пурнăç йĕркине мала хурса спорт уявĕ ирттерчĕç.

Ачасем сывлăха епле упрамалли çинчен сăвăсем каларĕç, тупмалли юмахсем тупрĕç. «Физкульт-Ура!», «Пурте спортпа туслă» юрăсене хавассăн шăрантарчĕç. Икĕ командăна пайланса тĕрлĕ эстафетăна хутшăнчĕç. Скакалкăпа сиксе Ю.Сергеева, С.Иванова мала тухрĕç. Спорт кăшăлĕ çавăрттарса Д.Васильев, С.Сапаркин чи пултаруллисен шутне кĕчĕç. Ачасем карталанса «У Меланьи, у старушки» вăйă, «Упапа пыл хурчĕ» хускану вăййи, «Спортпа çыхăннă сăмах туп» вăйă та вылярĕç.

Вĕсем те ачасене спортпа туслă пулни сывлăхшăн усăлли çинчен, сывă пурнăç йĕркине мĕнле тытса пымалли çинчен вăйăсем урлă ăнлантарчĕç. Çакăн пек спорт уявĕсене ача-пăча садĕнче ирттерни ачасене кĕлеткипе те, ÿт-пĕвĕпе те, ăс-тăнĕпе те малалла аталанма пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика