АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - çирĕп çĕршыв

29 ноября 2014 г.

Çирĕп çемье - çирĕп çĕршыв

«Çемье - пурнăç тĕрекĕ», - тетпĕр пулсан, унран хакли те нимĕн те çук пулĕ. Пурте эпир çемье çавăрма çуралатпăр. Çемье хаклăлăхĕсем пирки, унăн обществăри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки тата çамрăк мăшăрсен çирĕп çемье мĕнлерех çавăрмалли çинчен ЧР юстици министрĕн çумĕнчен, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕнчен Галина Васильевна Черновăран ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Галина Васильевна, сирĕн шухăшăрпа мĕн-ха вăл çемье?

- Ман шутпа çемье вăл ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне юратни, шанни, ĕненни, ăнланни, парăнни, пулăшни, пĕрле ачасене çуратса ÿстерсе воспитани парасси, вĕсене вĕрентсе кăларса пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăратасси, ватлăх кунĕсене пĕрле кĕтсе илесси, йывăр чухне те пĕрне пĕри алă парасси, пĕр-пĕрне упраса пурăнасси, мăнуксене ачашласси.

- Демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе патшалăх мĕнле мерăсем йышăнать?

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирĕн республикăра тĕп задачăсенчен пĕри шутланать. Амăшĕн ?çемье% капиталĕн сертификатне пама пуçлани ку лару-тăрăва палăрмаллах лайăхлатрĕ, унсăр пуçне пирĕн республика та виççĕмĕш ача çуратнăшăн тепĕр 100 пин тенкĕ хушса парать. Паллах, çакăн пек пулăм республикăшăн та, çĕршывшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак программăна малалла та тăсасса шанас килет.

- Мĕншĕн-ха çамрăксем йывăрлăхсем сиксе тухсассăн тÿрех уйрăлса кайма васкаççĕ?

- Çамрăксем мăшăрланаççĕ, пĕр-пĕрне ĕмĕр юратса пурăнма, йывăр вăхăтра юнашар пулма шантараççĕ, çапах та çемье лавне туртса пымашкăн вăй-халне çитерейменнисем те пур. Çемье йĕркелеме тулли кăмăл кирлĕ, ăна упраса хăварма пĕлÿ кирлĕ. Шел пулин те, çамрăксем кăна мар, нумай çул хушши пĕрле пурăнакан çемьесем те пĕр-пĕрин хушшинче ăнланулăх тупаймасăр уйрăлса каяççĕ. Çемье пурнăçăн азбукине ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Ытларах чухне тин çеç арăмĕпе упăшки пулнă çынсем икĕ еннелле саланаççĕ. Çав вăхăтра вĕсем хăйсен пепкисем çинчен шухăшларĕç-ши: паллах, çук, ачисем вара, мăнтарăнсем, çурма тăлăх çитĕнеççĕ. Кирек хăш ачан та тулли çемьере пурăнас килет, ашшĕпе амăшĕ пĕрле пулни чи хакли, чи пĕлтерĕшли, ун пек чухне нимĕнле йывăрлăхсем те çĕнеймеççĕ пек туйăнать. Кун пек чухне чи малтанах хăвăр çинчен мар, ача çинчен шухăшлани вырăнлă. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Час-часах мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланманни пулать. Çапах та ку уйрăлса каймаллине пĕлтермест. Кашни çемьере вăрçăнасси пулать, вак-тĕвекшĕнех çемьене аркатмалла мар. Уйрăмах пĕр-пĕрне ăнланни, парăнни кирлĕ. Хирĕçÿ «çулăмне» сÿнтермелли, лăпланмалли майсем тупма тăрăшмалла. Кун пек чухне урама уçăлма тухса кĕни те пулăшать. Пĕр каç хушшинче пурнăçа улăштарма май çук, çапах та пĕтĕм пурнăçа амантакан шухăшсене улăштарма пулать.

- Мĕншĕн пĕр-пĕрне пăрахса каяççĕ-ши вĕсем? Мĕн тумалла-ха çамрăк мăшăрсем уйрăлса ан кайччăр тесен?

- Шухăш-кăмăлĕсем пĕр килменнипе, пĕр-пĕрне улталанипе, мăшăрсенчен пĕри ĕçке ернĕрен е тата ытти сăлтавсене пула çемье арканать. Çамрăк мăшăрсем ытларах чухне укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе те хирĕçсе каяççĕ, кунта ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕ те ытлашши пулмĕ тесе калас килет, çапах та упăшкипе арăмĕн ĕçсĕр лармаллине пĕлтермест, çемьене тăрантарас тесе ĕçе вырнаçма тăрăшмалла. Ман шухăшпа, мĕн пур ЗАГС ĕçченĕсен уйрăлма шухăш тытнисемпе тĕплĕн, чуна уçса калаçмалла, çемьене аркатмалла мар, ăна упраса хăвармалли çинчен ăнлантармалла. Ăнланманлăхсем сиксе тухсан çемье психологĕнчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Пирĕн çĕршыва çирĕп çемье кирлĕ, пирĕн пепкесен тĕреклĕ те тулли çемьере çитĕнсе ÿсмелле, вара тин вĕсем чунĕпе пуян, сывлăхĕпе çирĕп, халăха юрăхлă çынсем пулса çитĕнеççĕ. Çирĕп çемье - çирĕп çĕршыв.

- Галина Васильевна, çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

- Çемье - телейлĕ лотерей билечĕ мар. Унтан та ытларах, арлă-арăмлă телейлĕ пурăнасси - мăшăрсенчен пĕринчен кăна мар килет, упăшкипе арăмĕн иккĕшĕн те кашни кунах тăрăшмалла. Паян çынсем пĕтĕм япалана хак пама пултараççĕ, çапах та чăннипех мĕн пуррине хаклама пĕлмеççĕ. Телейлĕ, ăнăçлă çемьесенче те тавлашмалли, кулянмалли пулать. Пурнăç кăткăслăхĕ çакăнтан палăрать: чи кирли пĕтсен, чи пĕлтерĕшли юлать, унтан пĕртен-пĕрре - ку пурнăç тĕрĕслĕхĕ.

«Эпир пĕр-пĕрне тата ачасене кирлĕ», - çак каларăша тĕпе хурса пурăнăр, пурнăçри йывăр самантсенче вăл талисман пулса тăтăр. Пĕр-пĕрне кÿрентернĕ пулсан, каçару ыйтни тата каçарма пĕлни - çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ. Каласа хăварас килет, çемье çавăрасси - ача вăййи вылясси мар, пепке çуралсан - пуканелле вылясси мар, çавăнпа та çакăн пек яваплă утăма тĕплĕн шутласа тумалла, вара тин çирĕп çемьесен йышĕ ÿсĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика