29 ноября 2014 г.
Республикăра хальхи вăхăтра кашни пиллĕкĕмĕш çын - пенсионер. Аслă ăру çыннисене патшалăх енчен пулăшу кÿрсе вĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме палăртнă ĕç стажĕн ÿсĕм планкине 2,5 çул таран чакарнă.
Малашне Чăваш Республикинче пурăнакан, хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх пулсан ватлăхпа пенсие тухма çул çитсен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур. 2011 çулхи октябрь уйăхĕччен пирĕн республикăра «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнĕ 2089 граждан пулнă пулсан, паянхи куна пысăк ĕç стажлă тата патшалăх наградисене тивĕçнĕ 27 пин çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнисем пурăнаççĕ. «Пирĕн нумай-нумай ĕçченсем хисепе тивĕçлĕ, вĕсем пурнăçăн йывăр вăхăчĕсенче республика экономикине çĕкленĕ. Вĕсем хальхи йышăнăва тивĕçлĕ, çакă тĕрĕс тесе шухăшлатăп» - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн канашлăвĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕ пирĕн район çыннисене те пырса тивет. Ку пысăк кăтарту. Паянхи куна районта тĕрлĕ категориллĕ «Ĕç ветеранĕсем» 3043 граждан, ĕç стажĕ çитсе пенсие тухса «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнисем 340 çын. 2012 çултан пуçласа паянхи кунччен Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн приказĕпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 329 граждан илнĕ. Кăçалхи 10 уйăх хушшинче кăна районта «Ĕç ветеранĕ» ята 44 çын илнĕ тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 37 çын тивĕçнĕ. Ватлăх енне сулăннă граждансене çакăн пек хисеплени пурăнма татах та вăй-хал хушать. Акă кун пирки тивĕçлĕ канăва тухнă хăш-пĕр çынсем хăйсен шухăш-кăмăлне çапла палăртрĕç:
А.Белова, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ĕç ветеранĕ: манăн ĕç стажĕ 50 çул ытла. Хамăн пурнăçа патшалăх ĕçĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Журналист пулнă май миçе çынпа тĕл пулса калаçма тÿр килнине шутласа та кăларайрас çук. Пенсие тухнисене çакăн пек хисеплени çав тери пысăк пулăшу. Тавах патшалăха ертсе пыракансене.
Т.Алексеева, Пысăк Енккасси ялĕ, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ: мĕн ĕмĕр тăршшĕпе «РОСГОССТРАХ» компанинче ĕçлесе пенси çулне çитнине çакăн пек хаклани калама çук пысăк савăнăç пулчĕ маншăн. Кашни уйăхра пенси çумне 1082 тенкĕ хушса тÿлени, унсăр пуçне килти телефон хакĕн 50 процентне саплаштарса пыни тем пекех паха. Тавтапуç хамăр республика Пуçлăхне М.Игнатьева тава тивĕçлĕ канăва тухнисене манса кайманшăн, вĕсен малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн.
Л.Трофимова, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин бухгалтерĕ: кăçалхи август уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухрăм, ĕçлетĕп-ха. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх кăна пулчĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» илме çул çитмерĕ тесе пăшăрханаттăмччĕ-ха. М.Игнатьев кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме палăртнă ĕç стажĕн ÿсĕм планкине 2 çул та 5 уйăх таран чакарни çинчен калакан хушăва алă пуснине пĕлсен чунтанах савăнтăм. Çитес çул, 2015 çулта, июнь уйăхĕнче çак Указ вăя кĕрсен эпĕ те «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илĕп тесе чунтанах шанатăп. Тавах хамăр республика Пуçлăхне М.Игнатьева çак Указа алă пусса нумай çынна савăнтарнăшăн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.