26 ноября 2014 г.

Республикăра кăçал шкул çулне çитмен учрежденисене хута ярассипе лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Паянхи куна виççĕшне хута янă пулсан та тепĕр пиллĕкĕшне çулталăк вĕçлениччен юлнă ĕçсене туса пĕтерсе хĕрлĕ хăю касма хатĕрленеççĕ. Çав шутра çитес кунсенче уçмалли Вăрмар поселокĕнчи 145 ача вырнаçмалăх «Родничок» ача-пăча сачĕ. Паянхи кун çак садике официаллă уçайман пулин те, хальлĕхе 6 ушкăн - 60 ачана яхăн килнĕ, вĕсен сассисем ача сачĕн чÿречисенчен урамранах илтĕнеççĕ. Паллах, ытларахăшĕ вĕсенчен кĕçĕн çулхисем. Кунта çулталăк çурă тултарнă ачасенчен пуçласа çÿреççĕ. Шăпăрлансене çĕнĕ вырăна хăнăхтарас тĕллевпе садике кунсерен икĕ сехете килсе яраççĕ. «Родничок» ача сачĕн заведующийĕ М.Иванченко учрежденин пÿлĕмĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ача садĕнче музыка тата гимнастика занятийĕсем ирттермелли залсем, методика кабинечĕ, апат-çимĕç блокĕ, медицина кабинечĕ тата ытти те пур. Пĕтĕмпех çĕнĕ йышши оборудовани: сĕтел-пуканпа теттесенчен пуçласа кĕпе-йĕм çумалли машина, якатмалли хăма, газ плитисем, чаплă пианино таранах - веçех куçа савăнтарать, илĕртет. Воспитательсен кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ, ăшă та хăтлă пÿлĕмсенче ĕçлеме мĕн тери хавас. Кашни ачана тараватлăн кĕтсе илеççĕ воспитательсем, хăйсен ачине пăхнă пек пăхаççĕ. Юлашки çулсенче республика шкул çулне çитменнисен ыйтăвне татса парас тĕллевпе пикенсех ĕçлет, çĕнĕ садиксем уçăлнă май пепкесене вырнаçтарассипе черетсем пĕтсе пыраççĕ, çавăнпа та ача çуратмалла, малашне садикре пĕр чăрмавсăр вырăн пур ача валли те çитессе шанма пулĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ИВАНОВА.