13 февраля 2013 г.
Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче те унăн директорĕ Н.Гаврилов ертсе пынипе художествăлла пултарулăх концерчĕ иртрĕ. Зал тулли халăх пуçтарăнчĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ А.Васильев 2012 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе, 2013 çулхи плансемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ял халăхĕ умĕнче райадминистрацин специалисчĕсем те тухса калаçрĕç.
Концерт «Çăлкуç» ансамблĕн кăтартăвĕпе пуçланчĕ. Кунта халăх юррисем, такмаксем, шÿтсем шăранчĕç. И.Григорьева, А.Яковлева, З.Сидорова ансамбль солисчĕсене куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. Р.Моисеевăна та тăвăллăн кĕтсе илчĕç. «Шанчăк» ачасен ушкăнĕ концерт илемĕ пулчĕ. Н.Угаринăн «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ» камитĕнчи пĕр пайне лартса паракансем хăйсен ролĕсенче чăн-чăн артистсем пекех вылярĕç. Уяв каçне Н.Никонорова ял библиотекарĕ ертсе пычĕ.