13 февраля 2013 г.
Шкултан вĕренсе тухса кайнă хĕрсемпе тата каччăсемпе тĕл пулу ирттересси йăлана кĕнĕ. Студентсен кану кунĕсем вĕçлениччен вĕсем кашни çулах тăван шкула пыраççĕ, аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ. Пире, шкул сакки çинчен кайсан ытти вĕренÿ заведенийĕсенчи вĕренÿ условийĕсем уйрăмах кăсăклантарчĕç. Кашни студентах хăйсемпе паллаштарчĕ, вĕренÿ заведенийĕ, мĕнле вĕренни, вĕренÿре яланах çĕнĕлĕх шырамалли çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç. Вĕсене вĕрентнĕ учительсем кашни кăларăмри ачасем çинчен ырăпа кăна аса илчĕç. Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕнче студентсемпе шкул ачисем конкурссемпе викторинăсенче тупăшрĕç, кашни ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ, туслăх çĕнтерчĕ.