АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чулкассем пуçларĕç, ыттисем малалла кайĕç

13 февраля 2013 г.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 8-мĕшĕччен халăхăн тавра курăмне аталантарас, эстетикăпа художество енĕпе культура шайне ÿстерес тĕлĕшпе районта художествăлла пултарулăх коллективĕсен фестивальне (отчет-смотр) ирттерни пирки хаçат урлă пĕлтернĕччĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче вăл чи малтан иртнисенчен пĕри пулчĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕнче Чулкасри информаципе культура центрĕнче ял тăрăхĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ иртрĕ. Ăна тавралăха упрамалли çулталăка, Сталинград патĕнче фашистсен çарне парăнтарнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Художествăлла пултарулăх коллективĕсен ушкăнĕсен концерчĕ яланах ял тăрăхĕсенче пурăнакансене вĕсен юрри-ташшисене курма илĕртрĕ. Ку хутĕнче те çапларах пулчĕ. Ара программи те тĕрлĕ номерсемпе пуян пулчĕ.

Чи малтанах йăлана кĕнĕ тăрăх концерта пĕрлештернĕ хор юррисемпе уçрĕç. Ачасем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем - ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем, вĕсемех - ялти библиотека çумĕнчи «Эпĕ тата манăн тĕнче» çул çитмен ачасен клубне çÿрекенсем, культура çурчĕ çумĕнчи тĕрлĕ кружоксене хапăллакансем.

Тĕрлĕ çулхисем сцена çине тухса пултарулăхĕпе паллаштарни те куракансен кăмăлне тыткăнларĕ. Акă енчен те А.Васильева малтан пĕчченех сцена çине тухнă пулсан, халĕ унпа пĕрле 7 çулхи Кирилл тата 5 çулхи Егор та юрăсем шăрантарчĕç. Влад тата Стас та юрăпа туслă. Чулкас ял тăрăхĕнче халăха савăнтаракан çынсем йышлă. Çавăнпа та отчет-смотр чăн-чăн пысăк уяв пек иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика