19 ноября 2014 г.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 2008 çулта кадетсен класне йĕркелесе янă. Унта ачасем 7 класран пуçласа çÿреççĕ. Ку таранччен пĕр ушкăн -18 ача - кадетсен класĕнчен вĕренсе тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Хальхи вăхăтра ачасен тепĕр ушкăнĕ кадетсен класне килĕштерсех çÿреççĕ.
Çакна эпир хамăр çитĕнÿсемпе те çирĕплетсе патăмăр. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче кадетсен шкулĕсемпе класĕсенче вĕренекен ачасем хушшинче «Кадетсен кĕркуннехи тĕрĕслевĕ -2014» стройри смотр иртнĕ. Унта эпир те кăмăлпах хутшăнтăмăр.
Çивĕч тĕрĕслÿ хыççăн 8-мĕш класра вĕренекенсем хамăр шайра виççĕмĕш вырăна тухрăмăр. Аслă классем хушшинче 11 класра вĕренекен кадетсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Çакăншăн пире пурне те Чăваш Республикинчи вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви Диплом парса хавхалантарчĕ. Пирĕн руководителе - кадетсен çитĕнĕвĕсемшĕн тăрăшакан, кунтан вĕренсе тухнă ачасем çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе мĕн пур вăйне хуракан Вячеслав Николаевич Иванова Тав хучĕ пачĕç. Сăмах май каласан, вăл пире чăн-чăн салтаксем пек пулма хăнăхтарать, пурнăçра килсе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме, усалпа ырра уйăрма, пире хурçă пек çирĕп, çăлкуç пек таса пулма, хамăртан вăйсăртараххисене тата кĕçĕннисене хÿтĕлеме, çĕршыва юратма вĕрентет. Тăшман умĕнче пуçа усмалла маррине тата сăмах панине пурнăçламалли çинчен калать. Унăн тăрăшулăхĕ - пирĕн çитĕнÿсенче палăрать. Эпир районта пулса иртекен тĕрлĕрен мероприятисене те тăтăшах хутшăнатпăр. Пур çĕрте те хамăра йĕркеллĕ тытса ыррипе кăна палăрас тесе çине тăратпăр. Пирĕншĕн тăрăшакансем пур чухне эпир те кадет ятне çÿллĕ шайра тытăпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ