АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чунтан парăннă специалист

08 ноября 2014 г.

Ĕçе чунтан парăннă специалист

Чăваш Енре пурăнакансем хăйне евĕр. Вĕсем таса кăмăлĕпе, тÿсĕмлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ытти халăхран чылай уйрăлса тăраççĕ. Тем пек йывăрлăхра та чăвашсен чун-хавалĕ çирĕп, кăмăл-сипечĕ ырă та сывă, шухăшĕ-ĕмĕчĕ илемлĕ. Çакăн пек çынсем вăй хураççĕ те ĕнтĕ РФ Шалти ĕçсен министерствин Вăрмар районĕнчи муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче.

Вĕсенчен пĕри - Г.Петрова. Галина Георгиевна нумай çулсем малтанхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, кунта килсе кĕрекен тата тухса каякан хутсене, тĕрлĕрен документсене йĕркелесе пыраканĕ пулнă. Шалти ĕçсен пайĕн секретариатĕнче вăй хунă. Вăл нумай опыт пухнă ăста специалист. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн, пĕлсе тăрăшса пурнăçланипе пĕрлех çамрăксене вĕрентсе пулăшса пырать, ăслă сĕнÿсем парать. Ĕçре те, обществăра та вăл хисеплĕ çын. Çакна вăл тÿрĕ кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, тÿсĕмлĕхĕпе, тĕрлĕ лару-тăрăва илемлĕ татса пама пултарнипе çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăл чăн-чăн паттăрлăха суя хăпартлануран, пушă чапран уйăрса илме пĕлнипе палăрса тăрать. Çавăнпа та пĕрле ĕçлекенсем Галина Георгиевнăна чунтанах хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе медальсем парса чысланă, хавхалантарнă. 2010 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ăна ĕçе тепĕр хут чĕнсе илнĕ. Халĕ ĕçе чунтан парăннă специалист кадрсен пайĕнче вăй хурать. Хамăр хушăра çакăн пек çынсем пурришĕн эпир мухтанатпăр, савăнатпăр, унран тĕслĕх илсе пыратпăр. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Ю.МИХЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика