09 февраля 2013 г.
Пурнăç мĕн кăтартма пултарассине малтанах никам та пĕлме пултараймасть, тăван ялтан, юратнă çемьерен çапла инçете уйăрса ярасси пирки шутлама та пултарайман пуль ял çыннисем. Шутласан, Мăнçырмари арçынсен чĕрĕкĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать тесен те пысăк йăнăшах пулмасть пуль. Кун пек калама майĕ те пур, мĕншĕн тесен Мускавран таврăннă юлташсемпе тĕл пулсан вĕсем нумайăшĕн пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ. Юлашки тĕл пулу вăхăтĕнче В.Иванов çинчен ытларах каларĕç. Сăлтавĕ - вăл çут хĕвел ăшшипе киленме пуçлани çур ĕмĕр çитет иккен.
1963 çулхи хĕлĕн юлашки уйăхĕн 6-мĕш кунĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралнă Валерий Иванович Иванов. Шартлама хĕл сивви тин çуралнă «ылтăна» çирĕп кăмăл, çутă сăн-сăпат, лăпкă кăмăл, ĕçченлĕх пилленĕ. Çак пиле Валерий Иванович çур ĕмĕр хушши пĕр ывăнми упраса пурăнать.
1970-мĕш çулта ялти вăтам шкула 1-мĕш класа çÿреме пуçлать. Вунă çул шкул сукмакне такăрлатса 1980 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухни çинчен калакан аттестата алла илсен Мăнçырма ял каччи Мускаври 54-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине вĕренме кайса кĕрет, столяр-паркетчик специальноçĕпе диплом илет. Çул çитнĕ каччăна Çар ретне илеççĕ. Салтак тивĕçне Валерий Иванович 2 çул хушши Китай чиккинче, Кăркăстанра пурнăçлать. Унтан таврăнсан малтанхи вырăнтах, çурт-йĕр хăпартас енĕпе ĕçлекен 3-мĕш номерлĕ комбинатрах ĕçлеме пуçлать.
Ĕçе юратса тăвакан, ĕç опычĕпе кирлĕ таран паллашнă Валерий Иванович хăй тĕллĕн ĕçлеме пултарнине туйса илет. Çапла вара 1994-мĕш çулта вăл çурт-йĕр хăпартас енĕпе предприниматель ĕçне пуçарса ярать. Валерий Иванович - Мускаври пĕр строительство компанийĕн ертÿçи. Хамăр ял çыннисенчен тăракан бригада Валерий Иванович ертсе пынипе финн çурчĕсене пуçтарас тата кирпĕч коттеджсем тăвас енĕпе ĕçлет. Хальхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ мелсем шырать.
Пурнăç çăтмахри пек пулсан та никамăн та çуралнă вырăн, тăван ял асран тухмасть. Валерий Иванович та, ĕçĕ нумаййине пăхмасăрах, тăван ялта час-часах пулать. Кашнинчех хăй вĕреннĕ шкула пырать, тĕл пулса калаçать, шкул пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлет.
Спонсор пулса пулăшасси - Валерий Ивановичăн пурнăç тĕллевĕ. Çынна пулăшма май пулни ăна вăй-хăват парать, ырă кăмăлпа палăртать. Чиркÿ тунă чухне, кашни çулах иртекен велоспорт ăмăртăвĕсене, шкулта пулакан пысăк шайри мероприятисене ирттерме, спорт инвентарĕсем илме май килнĕ таран пулăшнипе ял çыннисем, шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем яланах ăшă кăмăлпа аса илеççĕ.