09 февраля 2013 г.
Районăн 2012 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртмалла: промышленность производствинче, строительствăра, вак тата вăтам предпринимательлĕхре, агропромышленность комплексĕнче кăтартусем курăмлă.
Промышленность производстви
Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулта пурĕ 254,7 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă 2011 çулпа танлаштарсан 104,1 процент пулнă. Çав шутран пĕчĕк тата вăтам предприятисем продукци туса кăларасси тата хăйсен вăйĕпе пулăшу ĕçĕсене 207,9 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă, çакă, унчченхи çулпа танлаштарсан, 106,4 процент.
Çавăн пекех «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăн - 135,5, «Светлана» обществăн - 135,2, «Водоканал» обществăн - 110,4, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» обществăн -109,2, «Вăрмарти электричество сечĕсем» обществăн 107,2 процентпа танлашнă.
2012 çулта вăтам тата пысăк предприятисем хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ «Туса кăларакан производство» ĕçĕн тĕсĕпе 4,7 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă, 2011 çулпа илсен, 107,5 процент.
«АЛТЭЦЦА», «Светлана», «Водоканал», «ОВАС» тата ытти предприятисем пысăк хăватпа ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри - «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи. Вĕсем металран туса кăларнă изделисен производстви 137,6 процентпа танлашнă.
Ял хуçалăх аталанăвĕ
2012 çулта ял хуçалăх аталанăвĕнчи пур категориллĕ хуçалăхсен продукци туса илессин производствин индексĕ 106,6 процентпа танлашнă, çав шутран ÿсен-тăран туса илессипе çыхăннă продукцийĕн индексĕ - 106,8, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче -106 процент.
Иртнĕ çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 26,2 пин тонна туса илнĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан - 71 процент.
Çĕр улми 70,7 пин тонна туса илнĕ, унчченхи çулпа танлаштарсан 109,5 процент пулать.
Пур категориллĕ хуçалăхсенче пахча çимĕç 4,8 пин тонна пухса кĕртнĕ, ку 2011 çулпа танлаштарсан 86 процент пулать.
Çавăн пекех 2012 çулта сĕт - 15472,5 (2011 çулпа танлаштарсан 97,2 процент), аш-какай - 3490,1 тонна (91,4 процент), çăмарта 6,98 миллион штук (107,8 процент) туса илнĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 8608 пуçпа танлашнă (101,2 процент), çав шутран ĕнесем - 3742 (94,8 процент), сыснасем - 7278 пуç (90,4 процент), кайăк-кĕшĕк - 158,6 пин пуç (137,0 процент), сурăхсемпе качакасем 15,2 пин пуç (117,5 процент).
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 2012 çулта 746 хуçалăх 149,8 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку енĕпе Чулкас, Кĕтеснер, Арапуç, Энĕшпуç ял тăрăхĕсем тата Вăрмар хула тăрăхĕ тăрăшуллă ĕçленĕ.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ аталанма пуçланăранпа 3268 хуçалăх пурĕ 680,2 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.
Строительство
Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр тăвасси шутланать. 2012 çулта пур тĕрлĕ çăл куçсенчен капиталлă строительствăра 612,2 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă, унчченхи çулпа танлаштарсан 103 процент пулать. Çав шутран 19798 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Пĕр çын пуçне 0,8 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
Хальхи вăхăтра Пинер ял тăрăхĕнче 160 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул хăпартас ĕç пырать. Унăн проектпа смета хакĕ 111 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал Республика кунĕ тĕлне ăна хута яма палăртнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатĕнче тăракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 122 предприяти, уйрăм çын предпринимательсем 723 шутланнă. Вĕсенче икĕ пин ытла çын тăрăшса вăй хурать. Çакă район экономикин отраслĕнче вăй хуракансен пĕтĕмĕшле пайĕпе илес пулсан 44 процент шутланать.Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулта унчченхи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 38,5 процент чухлĕ ÿснĕ, 497 миллион тенкĕпе танлашнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем 2012 çулта 7,2 миллион тенкĕ налук тÿленĕ, ÿсĕм - 112 процент. Вак тата вăтам бизнес аталанăвĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, çавна май иртнĕ çул пурĕ 39 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Потребительсен рынок аталанăвĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем
2012 çулта ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 242 миллион тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм 102,8 процент. Вăрмар райповне илес пулсан ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 157,4 миллион тенкĕ пулнă, ÿсĕм танлаштаруллă хаксемпе - 102 процент. Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество çулсерен халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парассипе тĕллевлĕ ĕçлет, çавăнпа та унăн ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. Пурлăхпа техника базине вăйлатса пырасси - тĕп вырăнта. Çавна май иртнĕ çул кунта çĕнĕ кафе хăпартнă. Унăн пĕрремĕш хутĕнче апатлану залĕ, иккĕмĕш хутĕнче çурма фабрикатсем хатĕрлекен цех пулĕ. Ăна кăçалхи март уйăхĕнче уçма палăртнă.
Вак предпринимательлĕхе кĕмен обществăлла апатлану организацисен ÿсĕмĕ 2012 çулта танлаштаруллă хаксемпе 105,8 процент.
Вак предпринимательлĕхе кĕмен организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу парассин калăпăшĕ иртнĕ çул 149,1 миллион тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм танлаштаруллă хаксемпе 104,1 процент.
«Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн çаврăнăшĕ 2012 çулта 40,3 миллион тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм танлаштаруллă хаксемпе 108,3 процент.
Вăтам ĕç укçи
Пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен иртнĕ çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 12293,4 тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 18,3 процент ытларах.
Демографи лару-тăрăвĕ
Районти ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул пирĕн районта 343 ача çуралнă. Çавăн пекех 207 çемье мăшăрланни çинчен регистрациленĕ. Ĕçсĕррисен йышне регистрацилесси иртнĕ çулхи çулталăк пуçламăшĕнчен 63 çынран 46 çын таран çитнĕ.