09 февраля 2013 г.
Раççейре икĕ е нумайрах ача çуратакансене пулăшу парас тĕлĕшпе патшалăх программи ĕçлет. Федераци бюджетĕнчен кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен икĕ ача çуратнă амăшĕсене 408 пин те 960 тенкĕ те аллă пус укçа параççĕ.
Çак программа 2007 çултанпа ĕçлет, ун чухне унăн калăпăшĕ 250 пин тенкĕпе танлашнă, пилĕк çул хушшинче вăл 159 пин тенкĕ таран ÿснĕ. Унсăр пуçне виççĕмĕш ача çуралсан республика бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăраççĕ.
Февралĕн 5-6-мĕш кунĕсенче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмарти управленийĕнче икĕ е ытларах ача çуратнă амăшĕсене амăшĕн капиталĕ илмелли сертификатне пама чĕнсе илнĕ. Чаплă лару-тăрура вĕсене çак документа районти Пенси фончĕн управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков панă.
- Çемье пурнăçĕ ашшĕ-амăшне ачасене çитĕнтерсе тĕрĕс çул-йĕр çине кăларасси питĕ яваплă ĕç, çавăнпа та кашниех çакна туймалла, ача-пăчасем умĕнче тăракан тивĕçе çÿллĕ шайра пурнăçламалла, - тесе каланă Михаил Анатольевич.
Пĕлме:
Амăшĕн капиталĕн сертификатне пама пуçланăранпа кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта амăшĕн (çемье) капиталне илме 915 çемье илнĕ (халĕ вара вĕсен йышĕ тата хутшăнчĕ). 475 çемье çак сертификат паракан укçа-тенкĕпе саккун палăртнă тăрăх усă курма пуçланă та. Амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси малалла пырать.