АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьяна Архипова - Вăрмар тăрăхĕнче

09 февраля 2013 г.

Тĕнчипе паллă спортсменка, Лондонри XXX Олимп вăййисен бронза призерĕ, Тĕнче класлă, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсене тивĕçнĕ Татьяна Петрова-Архипова Вăрмар тăрăхне çитсе курчĕ. Пултаруллă ентеше Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район халăхĕ чаплă лару-тăрура кĕтсе илчĕç.

Тĕнчипе паллă спортсменка килнĕ ятпа районти Культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Ăна саламлама предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, спорта юратакансем, спорт ветеранĕсем, районти шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем йышлăн пухăннă.

Чи малтанах Татьяна Архиповăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ. «Вăрмар тăрăхĕнчен тухнă паллă ентеш Т.Архипова спорт енĕпе тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн чун-чĕререн савăнатăп. Эсир республикăн, Раççейĕн мухтавлă хĕрĕ. Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчен тухнă, тĕнчипе палăрнă 6 спортсмен-ентешĕмĕрсен çулне эсир, Татьяна Валерьевна, малалла такăрлатса пыратăр, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăватăр. Çамрăк ăру сирĕнтен тĕслĕх илсе пырать, спорт енĕпе çитĕнÿсем тума ăнтăлать. Сире малашлăхра татах та пысăк ÿсĕмсем тума сунатăп, çитес Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илмелле пултăр», - терĕ Константин Владимирович.

Пултаруллă Татьяна Архиповăна саламлама амăшĕ - Людмила Васильевна, Пысăк Енккассинчи шкул директорĕ Г.Архипова, пултаруллă спортсменкăн пĕрремĕш тренерĕ Ю.Архипов та килнĕ. Вĕсем вара хăйсен чи çывăх çыннине спортра çитĕнÿсем, çемьере телей те юрату сунчĕç.

Татьяна Архиповăна Пысăк Енккассинчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ, районти шкулсен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

(Тĕплĕнрех çитес номерте).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика