АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

01 ноября 2014 г.

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ иртрĕ. Çак уяв тăван çĕре юратакан мĕн пур çынна пĕр тĕвве пĕрлештерет. Ял ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнни, хастарлăхпа ĕçченлĕх пысăк кăтартусем тума тата палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май параççĕ.

«Ĕçĕ йывăр пулсан та, çиме тутлă», - тени питĕ тĕрĕс. Вĕсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, çапах та тар юхтарса ĕçлесен çĕр çинче туса илни чăннипех те тутлă, хаклă. Вĕсем пире лайăх пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтереççĕ, шăпах вĕсен ырми-канми ĕçленипе пирĕн сĕтел çинче яланах çемçе те техĕмлĕ çăкăр пур.

Чи малтанах яваплă çынсем «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пахча çимĕç упрамалли хранилищĕне кайса курнă, ку хальхи йышши çĕнĕ Хранилищĕре микроклимата та йĕркелесе пыма май пулать.

Уяв Вăрмарти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Çынсем валли пахча çимĕç, ал ĕçĕсен куравĕсене тата вырăнта туса кăларакан продукцийĕн суту-илĕвне йĕркеленĕ. Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсене мухтамаллипех мухтас килет, çулсерен ял хуçалăх продукцийĕн производстви ÿсет, çĕнĕ техника туянассипе те аван ĕçлесе пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх тата кайăк-кĕшĕк шучĕ йышланать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермăсем çĕкленеççĕ тата юсанса çĕнелеççĕ. Çак çитĕнÿсене вĕсем тăрăшса тата тухăçлă ĕçленĕрен тума май килнĕ. Патшалăх паракан пулăшу тата ял çыннисен хастар ĕçĕ, çанталăк условийĕсем чăрмав кÿнине пăхмасăр, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшне, ĕç тухăçлăхне ÿстерме майсем туса параççĕ, çакă, ял халăхĕн пурнăçне тулăхлăрах тăвать. Уява Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов, «Акконд-Агро фирма» акционерсен хупă обществин директорĕ В.Иванов хутшăннă. Мероприятие райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов хăйĕн доклачĕпе уçрĕ, кĕскен районти ял хуçалăх отраслĕпе паллаштарчĕ, район ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле мĕн пур хуçалăхсенче 15653 гектар çĕр лаптăкĕ çинчен 32,2 пин тонна тырă çапса илнĕ. Кăçал пĕрремĕш хут куккурус çапса илессипе ĕçсем туса ирттернĕ. «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тыр пул ăнса пулнă - 50 гектартан 150 тонна куккурус çапса илнĕ, 1 гектартан 30 центнер тухнă. Пур категориллĕ хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» 2303 гектар çĕр лаптăкĕ çинчен 44 тонна пухнă, 1 гектартан 180 центнер илнĕ. «Симĕс ылтăна» 24 гектар çинчен татнă, тухăçлăхĕ вăтамран 14,5 центнерпа танлашнă - 348 центнер татса кĕнĕ. Уйрăмах пирĕн районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Палăртма кăмăллă, районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем курăмлă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерсе пыраççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 11 процент ÿснĕ, çав шутра ĕнесем 5,3, сыснасем - 4,4 процент. Кăçалхи 9 уйăхра выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп аш-какайне (чĕрĕ виçепе) 2234,8 тонна, 5 млн та 68 пин çăмарта туса илнĕ, 10049,5 тонна сĕт суса илнĕ.

Районти мĕн пур хуçалăхра 5902 мăйракаллă шултра выльăх, 3554 пуç сысна, 13789 пуç сурăхсемпе качакасем, 174816 пуç кайăк-кĕшĕк. Кăçал пĕр условнăй выльăх пуçне 27 центнер апат единици хатĕрленĕ. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ял хуçалăх производителĕсем машинăпа трактор паркне çĕнетнĕ - 27 млн тенкĕлĕх 37 техника единици туяннă. Малалла Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов тухрĕç. Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пур тăрăшулăхпа ĕçлемеллине палăртрĕç. Вĕсен йывăр та пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕç. Уй-хирте, фермăра вăй хуракан мĕн пур çĕр ĕçченĕсене, ветерансене çирĕп сывлăх, ăнăçусем, тулăх пурнăçпа çĕкленÿллĕ кăмăл, малашне те йывăрлăхсем çине пăхмасăр ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарма пулăшса пыма сунчĕç. Производствăра ÿсĕм тунă мĕн пур хуçалăхсен ертÿçисене, унта ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысланă, асăнмалăх парнесем панă, чаплă концерт лартса панă. Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулчĕ ку.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика