АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисемпе ăмăртни - хăвна тĕрĕслени

30 октября 2014 г.

Вăйлисемпе ăмăртни - хăвна тĕрĕслени

Вăрмар районĕ спортпа туслă пулнине пурте пĕлеççĕ. Кăçалхи октябрь палăрмаллах уйрăлса тăрать, ытти çулсенчисемпе танлаштарсан сивĕпе хăратасшăн, çапах та спорт мероприятийĕсене никам та ирттерместпĕр, хутшăнмастпăр тесе каламасть, пур-пĕрех: сивĕ-и, çумăр, юр çăвать-и - пурте старта тухма хатĕр, ачисем те питĕ хăюллă пирĕн.

Хальхинче те çаплах пулчĕ. Атăлçи Федераллă округĕнчи велокросс дисциплининче велоспорт-маунтинбайк енĕпе ултă хутчен çĕршыв чемпионне, СССР спорт мастерне Виталий Гаврилова халалласа районти финал Кубокне çĕнсе илессишĕн уçă чемпионатпа мала тухассишĕн иртрĕ. Кашни çулах çак ăмăртăва Раççей Федерацийĕнче, Чăваш Республикинче, хамăр тăрăхра велосипед спортне аталантарас, спортсменсен спорт пултарулăхне çĕклес, вăйлă спортсменсене суйлас тĕллевпе ирттереççĕ.

Виталий Васильевич пирки ик-виçĕ сăмах калас пулсан, вăл Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче 1959 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Юнашар ял шкулне çуран мар, велосипедпа чупнă вăл, килĕшсе кайнă курăнать ăна икĕ урапаллипе çÿреме. Ăмăртусене вăл тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне хутшăнма пуçланă, ăмăрту хыççăн ăмăрту, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ - тĕнчипе паллă спортсмен пулсă тăнă.

Октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ умĕнче велосипедпа чупма юратаканнисем пухăннă, çанталăк ăшăпа савăнтарман пулсан та ачасем «тимĕр лаша» çине сивĕре утланма хăраман, призлă вырăн йышăнас тесех килнĕ.

Спортсменсене саламлама ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов килнĕ. Вĕсем ачасене çирĕп сывлăхлă пулма, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Спорт мероприятийĕсен программипе Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов паллаштарчĕ, чупакансене финиша ăнăçлă çитме сунчĕ. Старт Ара юхан шыв çывăхĕнче пулчĕ, унта 70 яхăн çамрăк хутшăнчĕ.

Пирĕн тăрăхри ачасем кăна мар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен те килсе çитнĕ. Вĕсем тĕрлĕ дистанцисенче ăмăртрĕç, çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсемпе медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика