28 октября 2014 г.

«Ĕçе тытăнсан яланах вĕçне çитермелле», - тенĕ ĕлĕкхи çын. Çакна вара районта вăй хуракан çĕр ĕçченĕсем уйрăмах асра тытаççĕ. Кашни кунпа туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ. Пуçланă ĕçе шанчăклăн малалла пурнăçласа ума лартнă тĕллеве ĕçе кĕртес тесе куллен тăрăшать «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) пуçлăхĕ Геннадий Николаевич.
Кĕлкеш ялĕнчи Ямуковсене таврара пĕлмен çынсем çук та, мĕншĕн тесен вĕсем çĕр ĕçне ăруран-ăрăва тытса пыраççĕ. Малтанхи çулсенче ку ĕçпе Геннадий Николаевичăн ашшĕ Николай Тимофеевич ăнăçлă ĕçлесе пынă. Çулсем иртнĕçемĕн вăл хăйĕн ĕçне ывăлĕсене хăнăхтарнă. Çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитнĕ Валерийпе Геннадий вара паянхи кун çĕр лаптăкĕсене анлăлатса, пурлăхпа техника базине пуянлатса ашшĕ ĕçне малалла тăсаççĕ. Геннадий Николаевич хуçалăха пĕлсе йĕркелесе ертсе пырать, Валерий Николаевич вара ăна пур çĕрте те пулăшса тăрать.
Асли унта-кунта ĕçпе çÿрет, документаципе ытларах тимлет, кĕçĕнни вара вырăнта мĕн ĕçлемеллине контрольлесе, тĕрĕслесе тăрать. Туслă ĕçлеççĕ Ямуковсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен ĕçĕ те ăнса пырать. Кашни çул тенĕ пекех техника паркне çĕнĕрен те çĕнĕ техникăпа пуянлатаççĕ, аркăллă складсем те туса лартнă. Халĕ акă, туса илнĕ пахча çимĕçе упрамалли вырăн тума палăртнă. Хранилищĕне хальхи меслетпе хăпартма тĕллев тытнă вĕсем. Çавна май кун йышши хранилищĕне тума ăста специалистсем тупас тĕллевпе Мускаври «Технология» фирмăпа калаçса талса килĕшÿ тунă. Кĕске вăхăтрах специалисчĕсем те килсе çитнĕ. Малтанлăха сварщиксемпе монтажниксен бригади - А.Миронов, Д.Высылюк, А.Максимов, В.Серов, Е.Федюнин тата Ю.Дичко (ÿкерчĕк çинче) ĕçлеме тытăннă. Ĕçлес хастарлăхĕ пысăк, хранилищĕн никĕсне хывнă та ĕнтĕ. Ю.Дичко бригадир каланă тăрăх вĕсен декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хранилищĕн ангарне карса пĕтерсе ытти вак-тĕвек ĕçĕсене туса пĕтермелле иккен. Мĕн калани пурнăçа кĕрсен питех те аван пулмалла. Кунта 2300 тонна пахча çимĕçе вырнаçтарма май килĕ. Мĕн акса-лартнине çителĕклĕ таран минераллă удобренисемпе тивĕçтерсен тата кирлĕ чухне шăварса тăрсан пахча çимĕçĕ те, тырри-пулли те çителĕклех çитĕнĕç. Вĕсене вырнаçтарса пĕтериччен упрамалăх вырăнĕ те пулĕ, тăрăшни нихăçан та сая каймĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.