25 октября 2014 г.

Пурăннă пулсассăн Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алендей октябрĕн 16-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Кĕтеснер ялĕнче çуралнă паллă çыравçă - писатель, поэт, публицист ентешсем валли чуна уçакан, шухăшлаттаракан вуншар-вуншар произведени çырнă. Унăн нумай хайлавĕсене шкул программине те кĕртнĕ. Ентеш ĕçĕсемпе чылай çамрăк кăсăкланнă, пĕр хут кăна мар вĕсене вуласа хăйсем валли истори чăнлăхне те, малашлăхри пурнăçа та палăртса пынă.
Хроника тĕлĕшĕпе илес пулсан вăл чи малтан Кĕтеснер шкулĕнче вĕреннĕ, унтан Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Кĕтеснер ял Советĕнче секретарьте ĕçленĕ. Ун хыççăн хăйĕн ĕçне районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа çыхăнтарнă. 1939 çулта В.Алендей Хĕрлĕ çар ретне тăнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл чикĕ хуралĕнче пулнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ. Ленинград хули патĕнчи çапăçура йывăр аманнă, хăрах урасăр тăрса юлнă, вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, медальсемпе наградăланă. 1943 çулта, вăрçăран аманса таврăнсан, Василий Степанович каллех хаçатпа çыхăну тытма пуçлать. Унăн «Манăн сасă», «Октябрь уявне халалласа», «Ленинград сăввисем» тата ыттисем пичетленеççĕ. 1944-1945 çулсенче В.Алендей Шупашкарти парти шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Вăрмарти ФЗО шкулĕн директорăн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă.
1947 çулхи февраль уйăхĕнче вăл районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă редакторĕнче ĕçлеме пуçлать.
1949-1951 çулсенче В.Алендей Горькири (Чулхула) шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, «Тăван Атăл» альманах редакторĕ пулнă, «Капкăн» журналта литература пайне ертсе пынă. Унăн пĕтĕм тава тивĕçлĕ ячĕсене асăнсан, хаçат страницисемшĕн вăрăм пулĕ, чи хисеплĕ ят - «Чăваш халăх писателĕ».
1991 çултан пуçласах ĕнтĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат тата районти ВЛКСМ комитечĕ, райĕçтăвкомăн культура пайĕ пуçарнипе пултаруллă çыравçăсене хавхалантарас тĕлĕшпе В.С.Алендей ячĕллĕ конкурс ирттерме йышăнчĕç. Çăмăл мар вăхăтсем пулчĕç ун чухне - ăна кашни çулах ирттересси те пулмарĕ, апла пулин те пуçару манăçа тухмарĕ. Çак тапхăрта унăн ячĕллĕ пĕрремĕш лауреат ятне 15 çыравçă тивĕçрĕ. Вĕсен шутĕнче литературăра çитĕнÿсем тунисĕр пуçне В.Алендей пултарулăхне сарас енĕпе ĕçлекен ÿнер, культура ĕçченĕсем те. Василий Степанович Алендее 95 çул çитнĕ кун - октябрĕн 16-мĕшĕнче - районти тавра пĕлÿ музейĕнче унăн директорĕ В.Цыфаркин ертсе пынипе Чăваш халăх писательне халалланă чыслав иртрĕ. Мероприятие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ Г.Ертмакова, район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, çак пайăн секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова, тавра пĕлÿçĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин Чăваш халăх писателĕн В.Алендейăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ: «Вăл район хаçатне заметкăсем çырнинчен пуçланă, çав вăхăтрах унăн калем айĕнчен сăвăсем шăраннă.
Çар хĕсмечĕ, хаяр вăрçă вара ăна чăнлăха тĕплĕн уçса пама проза хайлавĕсем çырма тимленĕ. Эстони чиккинче тăнă чухне çырнă «Полковнике тытни» калав шкулсенче 1970-1980 çулсенче вĕреннисен чунне патриотла туйăмсем çуратнă. Ытти повеçĕсем те - пурне те асăнса пĕтереймĕн - çут çанталăка сыхлама, тăван тăрăха упрама чĕнсе каланă». Çакăн пиркиех район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та витĕмлĕ каларĕ: «Çут, çанталăка упрасси тăван тавралăха юратасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла», - терĕ вăл Василий Степановичпа хăй вăхăтĕнче тĕл пулнă май, вăл ун çинчен чи ăшă сăмахсем каларĕ.
Тĕл пулăва çавăн пекех В.Алендейăн хĕрĕ Нина Васильевна хутшăннă. Вĕсем мăшăрĕпе пĕрле В.Алендей 60 çул тултарнă чухнехи сăнÿкерчĕкне районти тавра пĕлÿ музейне парнелерĕç. Тепĕр хĕрĕ Антонина Васильевна та ашшĕ çинчен чи ăшă та çепĕç сăмахсем каларĕ: «Вăл питĕ ырă кăмăллă çынччĕ, ăшă кăмăллăхпа палăрса тăратчĕ».
Тĕл пулу вăхăтĕнче 2014 çулта В.Алендей премийĕн лауреачĕ ята, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Т.Кузьминана, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ю.Иванована пачĕç. Çавăн пекех Арапуçĕнчи ÿнер шкулĕн преподавательне Ю.Егорова та В.Алендей премине парса чысланă, вăл паллă писателе асра хăварма нумай пултарулăх ĕçĕ туса ирттернĕ ?ÿкерчĕк çинче%. Çакăнпа кăна вĕçленмерĕ тĕл пулу. Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ Г.Ертмакова район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина, район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхне И.Дмитриевăна, çак пайри сектор заведующине Г.Нарсовăна Хисеп хучĕсем пачĕ, районти паллă тавра пĕлÿçĕсене - Г.Эверскова, Я.Зайцева тĕпчев ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Тĕл пулу малалла Кĕтеснерте тăсăлчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.