16 октября 2014 г.

Кашни ир хĕвелтен малтан вăранса, эпир ача садне васкатпăр, ирхи хĕвел савăнăç парнелесе ачасене ăшшăн кĕтсе илетпĕр. Çăмăл мар ачасене пăхакан пулса ĕçлеме, кашни кун вĕсемпе тĕрмĕшме. Ачасене амăшĕсем пекех хытă юратмалла, ачашламалла, вĕрентсе те каламалла... Кашни ача хăй пĕр тĕнче.
Çакăн пек ĕçлекенсем «Зоренька» ача садĕнче туллиех. Вĕсем кашни ачан кăмăл-туйăмне ăнланса илсе ĕçлеççĕ. Кунта пурĕ 11 педагог, кĕçĕн воспитательсем пиллĕкĕн, поварсем тата ытти работниксем ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес, тивĕçлĕ воспитани парас тесе çине тăраççĕ. Кашни кун садике килни чăн-чăн уяв тейĕн тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Уявсем те хăйне евĕрлĕ пĕр пек иртмеççĕ. Акă, нумаях пулмасть воспитательсен кунне уявларăмăр. Ачасем ирхине ирех килсе воспитательсене кам сăвăсем каласа пачĕ, юрă юрласа саламлакансем те пулчĕç, чечек çыххисемпе те уяв пулнине пĕлтерчĕç. Çак кун ячĕпе хатĕрленĕ ятарлă сценарипе уяв ирттертĕмĕр. Кунта садикри ачасенчен пуçласа пур ĕçчен те хутшăнчĕ. Малтанах çак коллектива нумай çулсем ертсе пыракан опытлă педагог Марина Васильевна Петрова ăшшăн саламларĕ, кăштах ача-пăча сачĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ, коллективра уйрăмах палăрса тăракансене ятран каласа хăварчĕ. Унтан ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем умне воспитательсем тухса хăйсем ачасене еплерех юратнине юрă урлă палăртрĕç. Уява малалла ачасем тăсрĕç, кашни ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, хăйсемшĕн кашни кун чунне парса вăй хуракансене саламларĕ. Воспитательсем «Çарăк» юмаха хальхи вăхăтри пек лартса пани пурне те килĕшрĕ. Ача сачĕ кашни пепкешĕн пĕрремĕш утăм, пĕчĕкреххисем кашăк тытма та кунта хăнăхаççĕ, кунтах туслăх мĕнне ăнланса илеççĕ, тавра-курăмне аталантараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.ПРОКОПЬЕВА