14 октября 2014 г.
Хресчен ĕçĕ çăмăл мар, çапах та мĕн ĕлĕкренех чи хисепли шутланать. Тĕш тырă туса илсе тата выльăх-чĕрлĕх усраса çĕр ĕçченĕсем яланах çĕршывшăн пысăк тĕрев паракансем. Юлашки вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕ патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшÿ кÿнипе тата çĕр çинче ĕçлекенсем хăйсем ырми-канми тăрăшнипе çулсерен аталанса пыни палăра пуçларĕ. Хамăр туса илнĕ тавара хамăр вырăнта пурăнакансенех тивĕçтермелле тени те ĕçлекене хавхалантарса ярса татах та тăрăшма хистет. Çĕр ĕçченĕн йывăр та яваплă ĕçĕ яланах хисепре. Кăçалхи çул районта ял хуçалăх енĕпе еплерех ĕçлесе пынипе райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕнчен Д.Ивановран Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн кĕскен паллаштарма ыйтрăм.
Районта пурĕ 8 ял хуçалăх предприятийĕ - «Шигали» ЯХПК, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, «Передовик» АПК, «Вăтам Энĕш», «Владина-Агро», «Сарабай», «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çулталăкăн пĕрремĕш çур çулне тупăшлă вĕçленĕ, ыттисен кăтартăвĕсем кăштах аяларах. Хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем районта пурĕ 51, вĕсенчен 7-шĕ кунран-кун хăйсен ĕçне аталантарса та вăйлатса пыраканнисем: В.Иванов, Г.Ямуков, А.Сапаркин, В.Арманов , О.Иванова, В.Павлов, Н.Иванов, 100 гектар çĕртен пуçласа 500 гектар таран акса лартса туса илекенсем районĕпе пурĕ 17 хуçалăх. Хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем кăçал тепĕр 6 уçăлнă: А.Тихонов, Г.Константинова, А.Егоров, С.Громов, В.Иваншкин, О.Порфирьев.
Кăçал районти пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче 2022 гектар кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса туса илнĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 50,4 процент. Вĕсенчен 157 гектарĕ хĕллехи çанталăка чăтаймасăр сиенленчĕç. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсемпе пăрçа йышши культурăсене пурĕ 14231 гектар çинче акса лартса туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105 процент, çав шутра кукурузăна - 200 гектар çинче. Кăçалхи çу вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕхсене ешĕл апатпа тивĕçтерес тĕллевпе районĕпе акнă çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕнчен 443 гектарне выльăх апачлĕх уйăрнă. Пĕтĕмĕшле пухса кĕртмелли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 15653 гектар пулнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 99 процент. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх пурĕ 32,2 пин тонна тĕш тырă тĕшĕлесе илнĕ.
Çĕр улмине 2303 гектар çинче лартнă. Пур категориллĕ хуçалăхсемпе шута илсен малтанлăха палăртнă тăрăх пурĕ 43950 тонна çĕр улми тухмалла.
Пахча-çимĕçсене пур категориллĕ хуçалăхсене шута илсен пурĕ 163 гектар çинче çитĕнтернĕ, вĕсенчен пĕр гектар пуçне шутласан 184 центнертан кая пулмалла мар.
Акса-лартса туса илекен лаптăк районĕпе шутласан 27220 гектар шутланать, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 100,4 процент.
Районта хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество вăй хурать. Тупăш паракан хăмла участокĕ 26 гектар йышăнать. Вĕсен тухăçĕ пĕр гектартан шутласан 14,5 центнер пулнă. «Симĕс ылтăн» тухăçĕ пур категоринчи хуçалăхсене шутласан, малтанлăха палăртнă тăрăх, вăтамран пĕр гектартан 13,8 центнер тухмалла тесе палăртатпăр. Акнă пур лаптăксенчен те пысăк тупăш илес тесен çĕре малтан апатлантармалла. Çав тĕллевпех 907 тонна минераллă удобрени туянса усă курнă. Элитлă вăрлăх туянассипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Кăçал 447 тонна паха вăрлăх туяннă, çав шутран 227 тонни пĕрчĕллĕ культурăсем, çĕр улмин элитлă вăрлăхне 240 тонна туяннă, унсăр пуçне 1-мĕш репродукциллĕ вăрлăх 154 тонна туяннă, вĕсенчен 134 тонна пĕрчĕллĕ культурăсем, 20 тонна - çĕр улми.
Акăнмасăр пушă выртакан çĕрсем сахалтарах пулччăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр пулин те вĕсем районĕпе шутласан 2888 гектар шутланаççĕ. Ку енĕпе Пинер, Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем пур «2014-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарса рынок системине йĕркелесе ярас тата ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси çинчен» муниципаллă программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе 1444 гектар пушă выртакан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпех С.Громов Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи 50 гектар çĕр çинче урпа акнă, 48 гектар çĕре сухаланă.
В.Ванюков Кĕлкеш ял тăрăхĕнче усăсăр выртакан 180 гектара сухаласа кĕрхи тулă акса хăварнă, О.Иванова Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи пушă выртакан 300 гектар çĕре сухаласа 110 гектарĕ çине кĕрхи тулă акнă. О.Порфирьев Чулкас ял тăрăхне кĕрекен 170 гектар усăсăр выртакан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн тăрăшать, «Владина-Агро» тулли мар яваплă общество Энтрияль ял тăрăхĕн 100 гектар çĕрне сухаласа кĕрхи ыраш акса хăварнă. Кавал ял тăрăхĕнче 300 гектара яхăн çĕре сухалама тытăннă.
Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе те ĕçсем йĕркеленсе кайнă, планпа утă 890 тонна, 1500 тонна сенаж, 1000 тонна силос хатĕрлемелле пулсан кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне 3231 тонна утă, 2400 тонна сенаж, витаминлă курăк çăнăхĕ 350 тонна, 400 тонна силос хатĕрленĕ. Çакă пĕтĕмĕшле шутласан 2419 тонна апат единици пулать. Силос хатĕрлесси малалла пырать.
Çĕр çинче ĕçлеме пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ тĕрлĕ маркăллă 122 трактор, груз турттармалли 93 автомашина, курăк çулакан?28%, пуçтаракан ?24% техника, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлемелли 7 комбайн, тĕш тырă пухса кĕртмелли 44 комбайн пур.
2015 çул валли кĕрхи культурăсене 4439 гектар çинче акса хăварнă, çакă 2013 çулхипе танлаштарсан 2,2 хут нумайрах.
Типĕ те шăрăх çанталăкра ял хуçалăх культурисене шăварассине те аван йĕркеленĕ. 2014 çулта кредит майĕпе тата хăйсен вăйĕпе пурĕ 39 единица ял хуçалăх техникине 27 млн тенкĕлĕх ытла туяннă.
Мĕн ĕçлени пурте хамăрăншăн, çавăнпа та тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн «Раççей Федерацине хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă экономикăллă мерăсем йышăнасси çинчен» кăларнă Указне пурнăçласа кăçал РФ Правительстви Раççей территорине ют çĕршывран илсе кĕме юраман ял хуçалăх тата ытти апат-çимĕç продукчĕсен переченьне туса хатĕрленĕ, çав шутра мăйракаллă шултра выльăхсен тата кайăк-кĕшĕксен, сысна какайĕсене, пулă тата ытти çавăн йышши продуктсене, сĕт, сĕтрен тунă продукцисене, пахча-çимĕç тата ытти продуктсене. Çакă пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Эпир те хамăрăн ял хуçалăх продукчĕсене ытлă-çитлĕ туса илсе хамăр çынсене ял хуçалăх продукчĕсемпе тивĕçтерессишĕн çанна тавăрсах вăй хуратпăр.
Пурте пĕрле тăрăшсан эпир районта тата республикăра пурăнакансене хамăр таварпа хамăрах çителĕклĕ тивĕçтерме пултарасса шанма пулать. Ку пĕрре те пушă сăмахсем мар, мĕншĕн тесен çĕр çинче ĕçлес текен çынсен кăмăлĕ пысăк, патшалăх енчен те пулăшу панине туятпăр. Çавăнпа та палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пур енлĕ майсем те пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.