06 февраля 2013 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви республика территорийĕнче суя укçан 1000 тата 5000 тенкĕллĕх купюрăсем чылай тупса палăртни çинчен пĕлтерет. Асăннă купюрăсене пахалăхлă туса кăларнă, чылай чухне вĕсене чăн укçаран уйăрма та çук. Ун çинчи ÿкерчĕк тĕсĕ оригиналпа танлашать, укçан хÿтĕлекен сийĕ те пур. Суя купюра хучĕ чăннинчен кăштах уйрăлса тăрать.
Çавăнпа та 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсене тупса палăртас тĕллевпе ятарласа вĕсен серисемпе номерĕсене çырса кăтартас терĕмĕр. Суя купюрăсен юлашки тăватă цифра тĕрлĕрен пулма пултарать.
Унсăр пуçне 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсене çакăн пек уйăрса илме пулать: купюра хучĕ чăн туса кăларнине тивĕçтерменнипе, купюрăри ÿкерчĕк пайĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен çителĕклĕ шайра ÿкерменнипе, купюрăна икĕ хут листине çыпăçтарнипе (вĕсем час-часах пĕр-пĕринчен уйрăлса каяççĕ), купюрăна алăпа сăтăрсан унăн сăррин тĕсĕ кайнипе е хăпăннипе тата ытти те.
Алла суя купюра лекрĕ пулсан çакна асра тытмалла: ăна туянакана тыттармалла мар, çавăн пекех мĕн туяннине тата юлнă укçине тавăрса пама юрамасть. Суя купюра тыттарнă туянакана ас туса юлма тăрăшмалла, унăн машина номерне ас туса юлсан та аванрах пулĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене чĕнсе илмелле. Суя купюрăна тупсан ăна пытарма е тепĕр çынна пама юрамасть, тÿрремĕнех кун пирки полици сотрудникĕсене пĕлтерес пулать. Çавăнпа та чылай чухне сутуçăсен асăннă купюрăсене илнĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла.
РФ Уголовнăй Кодексĕн 186 статйипе килĕшÿллĕн суя укçасем хатĕрленĕшĕн тата вĕсене çаврăнăша кĕртнĕшĕн 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен ирĕклĕх правинчен хăтармалла тунă.
Суя купюрăсем алла лексен е вĕсене хатĕрлекенсене, çаврăнăша кĕртекенсене асăрхасан тÿрремĕнех РФ Шĕмĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне 2-19-08, 2-19-07, 2-17-40, 2-12-19 е 02 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Пĕлтерекенсен ячĕсене палăртмаççĕ.